Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Студент сеялка айне пулнă

Май уйăхӗн 4-мӗшӗнче Элмет районӗнче çураки вăхăтӗнче хирте çамрăк студент пысăк инкеке лекнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Аграри колледжӗнче вӗренекен Сарман район каччине хирте ӗçленӗ чух ака агрегачӗн механизмӗ çавăрса кӗрсе кайнă. Хытă аманнăскере Элмет район больницине хăвăрт илсе çитернӗ пулсан та çăлса хăварайман. Хальхи вăхăтра инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ, пулса иртнине прокуратура тимлӗхре тытать.

М-12 ÇИНЧЕ МАШИНĂСЕМ ÇУННĂ
Май уйăхӗн 4-мӗшӗнче М-12 çулăн 824-мӗш çухрăмӗнче тиевлӗ икӗ машина çунса кайнă. Кун çинчен ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пысăк хăвăртлăхпа пыракан Mercedes водителӗ машинине тăрук итлеттерейми пулнă та çав вăхăтра ӗçлекен çул-йӗр службин «КамАЗӗ» çине пырса тăрăннă. Икӗ машинăна та тӳрех вут тивнӗ. Mercedes тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă, водителӗ вара сывă юлайман. Инкеке пула М-12 çула пӗр хушă хупма тивнӗ.

ОПЫЧӖ ÇИТЕЙМЕН
Алексеевски районӗнче те хăрушă авари пулнă. Çур çул каялла кăна руль умне ларнă 22-ри каччă çӳретнӗ Mitsubishi машина çаврăнса ӳкнӗ кунта. Çумӗнче ларса пынă 18-ти хӗр-пассажир вырăнтах вилсе кайнă. Тепӗр икӗ пассажир, 22-ри тата 19-ти каччăсем, хытă аманнă, вӗсем больницăра. Хальхи вăхăтра аварин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ, енчен те инкек водителӗн айăпӗпе пулни палăрсан, унăн уголовнăй явап тытма тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия