Студент хăй статусне МАКС урлă çирӗплетме пултарать
Макс мессенджер урлă 14 çула çитнӗ çамрăксем студент статусне е инвалид пулнине цифрăллă ID-пе усă курса çирӗплетме пулать. Кун пирки Раççейӗн Цифра министерствин Максри каналӗнче пӗлтереççӗ.
Цифрăллă ID-пе законпа пăхса хăварнă çăмăллăхсене илме май пулать. Тӗслӗхрен, хăш-пӗр аслă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ăна пропуск пек усă курма, музейсемпе кинотеатрсене кӗнӗ чух йӳнерех хакпа билет туянма, çулсене çирӗплетме май пур. Унсăр пуçне документ транспортра çăмăллăхлă çул çӳремелли билет илме те пулăшать.
Цифрăллă ID тăвас тесен:
- Максра «Цифра ID» пай уçмалла;
- «QR тумалла» функцие суйламалла;
- харпăр даннăйсене çирӗплетмелле;
- приложение кӗме PIN-код вырнаçтармалла.
Регистраци иртнӗ хыççăн «Госуслуги» порталта студент статусӗ, курс, вӗренӳ заведенийӗн ячӗ е инвалидлăх çинчен калакан информацие тупма пулать.Палăртса хăвармалла: çак даннăйсене ырăх телефон çине ярса пама пулмасть, вӗсене хӳтӗленӗ.
Цифрăллă ID хут докуменчӗсен аналогӗ шутланать, анчах вăл наци платформинче кăна ӗçлет. Ăна йӗркелеме «Госуслуги» порталта çирӗплетнӗ аккаунт кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев