Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав участокне килсе те, килтен тухмасăрах электронлă майпа та сасăлама пулать

Ку вырсарникун, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, Тутарстанра харăсах виçӗ суйлав кампанийӗ вӗçленет. Çитес 5 çула республика лидерне, вырăнти хăйтытăмлăх депутачӗсене, Мелекесри (Çырчалли хули) 18№ пӗр мандатлă суйлав округӗ Патшалăх Канашӗн депутатне суйламалла. Тӗпрен илсен, регион Пӗрлехи суйлав кунне хатӗр. Граждансен суйлав участокне килсе те, килтен тухмасăрах электронлă майпа та сасăлама юрать. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ черетлӗ брифингра Тутарстанри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтерчӗ.

Тутарстанра пӗтӗмпе 2752 суйлав участокӗ (вӗсенчен 42-шӗ вăхăтлăх) ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен ӗçлӗ. Вӗсене халăхшăн меллӗ те хăрушсăр тума мӗнпур майсемпе усă курнă. Кăçал пуçласа Мускавра та экстерритори суйлав участокӗн ӗçне йӗркеленӗ. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Мускава ӗçпе е ӗçе кайнă ентешсем унта Республика Раисӗ пулма тăратнă кандидатсемшӗн сасăлама пултараççӗ. Çаплах хăйсен гражданла тивӗçне ятарлă çар операцийӗн зонинчи хамăр салтаксемпе офицерсен те пурнăçлама май пур.

Андрей Станиславович суйлав участокӗсен комиссийӗн пайташӗсем сентябрӗн 3-мӗшӗнченех ӗçе пуçăннине те каларӗ. Вӗсем хăйсен участокӗ çумне çирӗплетнӗ территорири суйлавçăсемпе тӗл пулнă та ӗнтӗ. Граждансем хăйсем çинчен информацие ыйтса пӗлме, паспорта е пурăнмалли вырăна улăштарнă пулсан тӳрлетӳсем кӗртме суйлав участокне килмелле.

Суйлава онлайн майпа та хутшăнма май пур халь. Июлӗн 30-мӗшӗнченпе Патшалăх услугисен порталӗнче «Мобильный избиратель» сервис ӗçлет. Сентябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне унта 25 пин ытла çын заявлени тăратнă. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче суйлав участокне килме май çуккисен çак мелпе усă курас тесен сентябрӗн 10-мӗшӗччен ӗлкӗрмеллеччӗ. Камшăн сасăламаллине хальччен палăртайманнисене Андрей Станиславович Патшалăх услугинчи харпăр кабинетри «Мои выборы» пайра, Тӗп суйлав комиссийӗн сатӗнче паллашма май пуррине аса илтерчӗ. Тепӗр тесен, суйлав пирки илтмен çын сайра пуль халь, ку суйлав кампанийӗнче те курăнакан вырăнсенче информаци çителӗклӗ вырнаçтарнă (500 пин плакат, 2,5 пин ытла информаци стенчӗ, 90 электронлă плакат вырнаçтарнă). Кремлевская набережная урамӗнче вырнаçнă «Точка роста» Информаци центрӗ те пур. Суйлавпа çыхăннă ыйтусем валли хӗрӳ лини 8800-200-00-20, +7 (843) 292-84-33 те уçнă. Унта 500 ытла шăнкăрав килнӗ те ӗнтӗ, çынсене ытларах « Мобильный сервис», хăйсен суйлав участокӗ ăçта вырнаçни интерслентернӗ иккен.

Суйлава хутшăнма çул çитнӗ граждансен пурин те ирӗк пур. Çав шутра сывлăха е ытти сăлтава пула тухса çӳрейменнисен те. Çак категорири граждансем килтен сасăлама пултараççӗ. Ку валли вӗсен сентябрӗн 12-мӗшӗн 14 сехетӗччен Патшалăх услугисен порталӗнче заявлени çырмалла е сентябрӗн 14-мӗшӗнче суйлав комиссине шăнкăравламалла кăна. Тепӗр хут аса илтеретпӗр, сăмах кунта суйлав участокне утма ӳркенекеннисем çинчен мар.

Сăнавçăсен шучӗ кăçал та сахалах пулмӗ. Спикер çав кун суйлав участокӗнче вӗсем 10 – 14 пин таранах пулассине каларӗ. Хăрушсăрлăх çинче уйрăммăн чарăнса тăчӗ. Вăхăчӗ вӗт халӗ чăнах та лăпкă мар, провокаторсем çывăрмӗç. Спикер ку енӗпе хальччен пулнă мӗнпур ăнсăрта, опыта шута илнине каларӗ.Суйлав комиссийӗн пайташӗсем ятарлă инструктаж иртнӗ. Кашни суйлав комиссийӗнче тата бюллетеньсене шутлакан участоксенче пуринче те видеосăнав иртен пуçласа каçченех пулать.

Кунсăр пуçне сентябрӗн 14-мӗшӗнче Обществăлла сăнав центрӗ хăй ӗçне пуçăнать. Профессионаллă сăнавçăсемпе электорат юрисчӗсем суйлав мӗнле пынине кунӗпех сăнӗç. 87 массăллă хыпар хатӗрӗсен 450 ытла журналисчӗ вара суйлав мӗнле пынине вулакана, куракана хăйсен репортажӗсенче çутатӗ. Ситуаци центрӗ вара сиксе тухакан ыйтусене мӗнле хăвăрт татса панин мониторингне илсе пырӗ.

Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ А.Кондратьев кандидатсене пурне те пӗр пек майсем туса парас тӗллевпе халăхпа тунă ыйтăмсене пичетлеме юраманни çинчен закон сентябрӗн 9-мӗшӗнчен вăя кӗнине аса илтерчӗ.

Пӗрлехи суйлав кунӗ пӗр кăлтăксăр та хăрушсăр ирттӗр тесе мӗн кирлине йăлтах тунă. Халӗ пирӗн хамăрăн гражданла тивӗçе пурнăçламалли кăна юлать. Мӗншӗн тесен регионăн пуласлăхӗ пиртен хамăртан килет. (Телеграм-канал ЦИК РТ)

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев