Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлава çемьепе çӳрес йăлана Тутарстанра упраса хăварасшăн

Çак тӗллевпе республикăри хуласемпе районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палăртнă.

Тутарстанра суйлава çемьепе çӳрессине упраса хăварма тата аталантарма тăрăшаççӗ. Çак тӗллевпе республикăри хуласемпе районсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палăртнă. Кун пирки ТР Тӗп суйлав комитетӗнче пӗлтернӗ.

Акцие обществăра йăлари хаклăхсене упраса хăварас тӗллевпе тата 2024 çул Раççей Федерацйӗнче Çемье çулталăкӗ пек иртнине халалласа пуçарнă.

 

«Тутарстан суйлав участокӗсене çемйипе çӳрес йăлапа палăрса тăрать. Ашшӗ-амăшӗ, ачисем, аслашшӗ-асламăшсем – ку яланхи картина суйлавра. Кун пек самантсем ӗмӗрлӗхех асра юлаççӗ. Çавăнпа упраса хăварасшăн та çак ырă йăлана. Чи кирли ачасене ашшӗ-амăшпе суйлава çӳреме интереслӗ пулни, аслисен хăйсен опытне малашнехи ăрусене парса пымаллах», – тенӗ ТР Тӗп суйлав комитечӗн председателӗ Андрей Кондратьев.

 

Çак акци шайӗнче культура, вӗрентӳ, çамрăксен политикин учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем иртӗç.

Аса илтеретпӗр, Раççей Президенчӗн суйлавӗ 2024 çулхи мартăн 15-17-мӗшӗсенче пулать.

Алексей Нумов сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы