Шулӗксене 4 миллион тенкӗ куçарса панă
«Танкодром» полици уйрăмне Хусанта пурăнакан 59-ти хӗрарăм шулӗксен ултавлă серепине лекни пирки заявлени çырса пама çитнӗ, пӗлтерет ШӖМ Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.
Хӗрарăма пӗр мессенджер урлă шăнкăравланă иккен. Палламан çын хăйне полици сотрудникӗ пек палăртса такамсем ун ячӗпе кредит илме хăтланнине пӗлтернӗ. Çавскер хӗрарăма укçи-тенкине упраса хăварас тӗллевпе урăх шут çине куçарма сӗннӗ. Ултавçăсен инструкцийӗсене итлесе хӗрарăм 4 миллион тенкӗ ытла кредит тата тепӗр 495 тенкине пӗлӗшӗсенчен кивçене илнӗ. Пӗтӗм суммăна хӗрарăм банкомат урлă шулӗксене куçарнă. Пăртакран хӗрарăм хăйне улталанине ăнланса илнӗ те полицие заявлени пама пынă.
Хальхи вăхăтра ку факт енӗпе РФ Уголовлă кодексӗн «Мошенничество» енӗпе 159 статйин 4-мӗш пайӗпе уголовлă ӗç пуçарнă. Полици сотрудникӗсем пулса иртнин лару-тăрăвне палăртас тӗллевпе оперативлă шырав ӗçӗсем ирттереççӗ.
РФ ШӖМ Хусанти управленийӗ пӗлтерет:
- Шулӗксен аллине çакланас мар тесен палламан çынсенчен килекен информацие лайăх тӗрӗслӗр;
- Палламан çынна укçа-тенкӗре темле шантарса каласан та ан парăр;
- Асăрхануллă пулăр, шулӗксен ултавне ан çакланăр.
Енчен те çав-çавах ултава çаклантăр пулсан çийӗнчех полици уйрăмне «102» е «112» телефон номерӗпе шăнкăравлăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев