Шупашкар епархийӗ пачăшкăсене чăвашла вӗрентмелли курссем уçнă
Пачăшкăсене чăвашла пӗлни республикăн тӗп халăхӗн чӗлхине ăнланма, унпа калаçма, чиркӗвӗсенче ӗçлеме кирлӗ.
Турă сăмахне прихожансем чунпа йышăнччăр тесен кӗлӗсем тăван чӗлхепе иртмелле тесе шутлать Шупашкар епархийӗ. Çак тӗллевпе пачăшкăсене чăвашла вӗрентессипе ятарлă проект пуçарнă кунта. Чăваш Ен чиркӗвӗсенче кӗлӗсем чăвашла иртме чарăнман, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичӗ Савватий хăй те чăвашлах кӗлӗсем ирттерет, тесе пӗлтерет «Вести Чувашия» телекăларăм.
Асăннă проекта хутшăнакан пачăшкăсенчен малтан пӗри те чӗлхене пӗлмен, вӗсен хушшинче чăвашсем, вырăссем, ытти наци çыннисем те пур. Паян вӗсем чăвашла тăрăшсах вӗренеççӗ.
«Турра ӗненекенсемпе хулари пачăшкăн та чăвашла калаçма пӗлмелле. Хăш чух пăхатăн та чиркӗве килнӗ чăваш тăрăшсах вырăсла калаçать, туятăн хăй мӗн калассине чӗлхене пӗлмен пачăшкăна ăнлантарма йывăр ăна. Юрать-ха, хулара, кун пек пачăшкă ялта ӗçлет пулсан? Çылăх каçарттарма килнӗ çыншăн чăн-чăн проблема вӗт ку, – тет митрополит мӗншӗн курссем йӗркелеме тивни пирки.
Епархин чиркӳ специалисчӗсене хатӗрлекен центрӗн ертӳçин, Шупашкар районӗнчи Шемшер чиркӗвӗн пачăшкин Илия Лебедевăн ((шăпах вăл йӗркелесе янă чăваш чӗлхи курсӗсене) чӗлхене вӗрениччен хăйӗнпе те кун пеккисем пулкаланă иккен. «Пӗр кукамай çылăх каçарттарма килсен тем калать, калать, ăнланманнипе: «Турă каçарать... Эс илтетӗн... Ăнланатăн...» – тесе лăплантаратăп ăшра хама. «Пачăшка кăлпасси çирӗм эп тетӗп, вăл вара сыпма юрать тесе хуравлать», – трапезнăйӗнче каласа парать кукамай кайран».
Пачăшкăсене чăваш чӗлхине вӗрентме чи лайăх педагогсене явăçтарнă епархи. Вӗсем: Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ, «Тăван чӗлхепе литературин чи лайăх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн çӗнтерӳçи Александр Марсович Степанов, шкул учителӗ Ирина Алексеевна Диарова.
Савватий митрополит пӗлтернӗ тăрăх, епархире Турă кӗнекисене редакцилекен ятарлă комисси те пур. Турă кӗнекисене чăвашла пичетлес ӗçе, çавăн пекех пачăшкăсене чăваш чӗлхине вӗрентессине те, малалла тăсасшăн вӗсем. (Сăнӳкерчӗк cheb-eparhia.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев