Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар хăйăрӗ чăнах та ахальли мар пулмалла

Ӗнер, май уйăхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарта хăйăртан ăсталанă скульптурăсен «Ылтăн хăйăр» фестивалӗ уçăлнă. Чăваш Ен тата ытти регионсенчи ăстасем 10 кунра паллă чăвашсен тата историре йӗр хăварнă çынсен («Нарспи» авторӗн К.Ивановăн, паллă балеринăн Н.Павлован, В.Чапаевăн, I Петӗр патшан, А.Пушкинăн, Д. Менделеевăн, Ф.Ушаковăн тата халапри сăнарсен) 15 скульптурине хăйăртан туса хунă.

Турци, Европа пляжӗсенче çакнашкал фестивале хутшăнса ӗçлесе курнă скульпторсем Атăл хăйăрӗ лайăхрах пулнине пӗлтернине хыпарлать Вести Чувашия телекăларм. Ӗçлемешкӗн ăстасене çанталăкӗ те пулăшса пынă, сивӗ те, шăрăх та тăман.

 Ку фестивале пӗр ахаль йӗркелемен 555 çул тултаракан Шупашкар. Раççейри туристсемшӗн чи илӗртӳллӗ хула ятне илесшӗн. Фестиваль чăнах та интересли сисӗнет. Скульптурăсем чӗрӗ пекех пулса тухнă. Сăмах май, хăйăр-скульптурăсемпе хуть кам та паллашма пултарать, çав шутра урăх регионсенче пурăнакансем эпир те. Йӗркелӳçӗсем скульптурăсем çил вӗрнипе, çумăр çунипех ишӗлмеççӗ тесе шантараççӗ. Курав сентябрь уйăхӗчченех ӗçлет. Апла-тăк, Шупашкара çитмеллех. (ГТРК Чувашия телеканал кăларăмӗн скриншочӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество