Шупашкар хӗрӗ гран-прие тивӗçнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар хӗрӗ гран-прие тивӗçнӗ

Шупашкарта пурăнакан Анна Павлова Крымра иртнӗ илем конкурсне хутшăннă. Чи вăйлă вунă хутшăнакан йышӗнче Анна пур тапхăра та çирӗппӗн иртсе гран-при тата 450 000 тенкӗлӗх сертификат çӗнсе илнӗ.

23-ри хӗр Шупашкарти медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнă, халӗ Чăваш патшалăх университетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗренет. Вăл акушер-гинеколог пулма ӗмӗтленет. Хальхи вăхăтра Шупашкарти перинаталь центрӗнче медсестра пулса ӗçлет.

Каласа хăвармалла, 2023 çулта Анна Чăваш Енӗн 1-мӗш вице-мисӗ пулнă, унтан регионран пӗтӗм Раççейри «Мисс Россия» конкурсăн тапхăрне хутшăннă.

«ПУРИНЧЕН МАЛТАН» телеграмм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗк. 


общество Конкурс красоты

Нет комментариев