Шупашкарта «Чăваш поэзийӗн çăлтăрӗ» курав уçăлать
Февралӗн 7-мӗшӗнчен К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чăваш поэзийӗн çăлтăрӗ» курав ӗçлеме пуçлать. Ăна «Нарспи» поэма авторӗ çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă.
Куракансем Константин Иванова студентсен куçӗпе курӗç, поэтăн тӗрлӗ енлӗ пултарулăхӗпе паллашӗç: вăл этнограф та, чӗлхеçӗ те, литератор та, куçаруçă та, педагог та, ӳнерçӗ те, музыкант та, инженер та.
Куравра Константин Ивановăн ӗçӗсемсӗр пуçне, Шупашкарти ӳнер училищинче тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче вӗренекенсен, Чăваш ен художникӗсен, çав шутра Петр Сизов тата Анатолий Миттов «Нарспи» поэма тăрăх çырнă ӳкерчӗксемпе паллашма пулать. Унсăр пуçне тӗрлӗ чӗлхесемпе пичетленсе тухнă «Нарспи» поэмăн кăларăмӗсене те курма май пулать унта.
Курав нарăс уйăхӗн 7-мӗшӗнче 14 сехетра Шупашкарта (Ленинград урамӗ, 29-мӗш çурт) уçăлать.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев