Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта чăваш халапӗсемпе литературин сăнарӗсен пӗчӗк скульптурисене вырнаçтарнă

Калининградра хомлинсен, Светлогорскра чӗрӗпсен, Рязаньре кăмпасен çемйисем пур. Туристсем çак пӗчӗк скульптурăсене шыраса хулапа паллашаççӗ, хăйне евӗрлӗ квест вăл. Шупашкарăн та çакнашкал фишки пур халь – чăваш халăх халапӗсемпе литература произведенийӗсен сăнарӗсем.

28-шар сантиметр пысăкăш ултă пӗчӗк скульптурăна (Улăп паттăр, Уйăх çинчи хӗр, Нарспипе Сетнер, Чиперкке Пăлаки, Вутăш хӗрӗ (русалка), Тилӗ тус) 2024 çулхи сентябрь уйăхӗнче Шупашкар заливӗпе Мускав набережныйӗнче вырнаçтарнă.

Хула çыннисемпе хăнасене çакнашкал парнене хула администрацийӗ Шупашкарăн 555 çулхи юбилейӗ тӗлне «Легенды чувашского края» туризм маршручӗн проекчӗпе тунă иккен, тӗп спонсорӗ – «Сбербанк» ПАО. Çавăнпа кашни скульптура çинче QR-кодлă ятарлă табличкăпа пӗрлех банкăн палли те пур. Сăмах май, çак QR-кодпа кӗрсе ку е вăл тӗп сăнарăн историне пӗлме пулать. Скульптурăсен эскизӗсене Санкт-Петербургри пултарулăх ушкăнӗ тунă.(Сăнӳкерчӗк.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество