Шупашкарти «Эткер» пултаруллă ачасен центрӗнчи çуллахи сменăна Тутарстанран 6 ача кайнă
Чăваш Республикин Вӗрентӳ министерствин йышăнăвӗпе кунта çуллен ытти регионсенче пурăнакан чăваш ачисене пуçтараççӗ. Çапла майпа чăвашенсем тăван чӗлхене ытти регионсенче те упраса хăварассине тата аталантарассине пысăк тӳпе кӗртеççӗ.
Чăваш Республикин Вӗрентӳ министерстви çулталăк тăршшӗпе вӗренӳпе шкул пурнăçӗнче палăрнă чăваш ачисене «Эткер» пултаруллă ачасен центрӗнче пуçтарать. Паллă ӗнтӗ, сменăсем ытларах кӗрхи, хӗллехи, çуркуннехи каникулсенче иртеççӗ. Çуллахисем – чи интереслисем паллах: каникул вăрăм, урамра ăшă та илемлӗ, уроксем тумалла мар.

Кăçал та акă июлӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа августăн 9-мӗшӗччен кунта питӗ интереслӗ «Перезагрузка» смена иртет. Унта Чăваш Енсӗр пуçне Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчен, Самара, Ульяновск, Тюмень, Пенза облаçӗсенчен чăваш ачисем пуçтарăннă. Тутарстанран кăçал унта 6-ăн кайнă. Çул ӳсӗмне кура вӗсене тӗрлӗ отрядсене пайланă.
Палăртса хăвармалла, ЧР Вӗрентӳ министерстви асăннă регионсенчи Вӗрентӳ министерствисемпе килӗшӳ тунă май ачасен вӗренӗвӗпе канăвӗ тӳлевсӗр. Урăхла каласан, тăкаксене Чăваш Ен хăй çине илет. Çапла майпа вӗсем чăваш чӗлхине ытти регионсенче те упраса хăварассине тата аталантарассине пысăк тӳпе кӗртеççӗ.
Ачасен канăвӗпе вӗренӗвӗн программи çав тери интереслӗ. Вӗсем ачасемшӗн вăйă евӗртерех иртеççӗ. Çапла майпа чăваш халăхӗн культурипе, йăли-йӗркисемпе, историйӗпе паллашаççӗ, тăван чӗлхене ăша хываççӗ.

Унсăр пуçне интереслӗ наставниксемпе тӗлпулусем иртеççӗ, музейсене экскурсисене çӳреççӗ, хулапа паллашаççӗ. Кашни кун мӗн-тӗр çӗннине вӗренеççӗ атьсем.
Творчество мастерскойӗсенче вара ачасем хăйсен пултарулăхне тӗрӗслеççӗ. Нумай пулмасть акă музыка клипӗсен конкурсӗ иртнӗ. Тепӗр кунне – асфальт çинче ӳкерессипе. БПЛАпа ӗçлеме вӗренме те, 3D моделированипе паллашма та кăсăклă пулнă.

Ачасен кичемленме вăхăт çук. «Перезагрузка» «Мистер лагерь» тата «Мисс лагерь» конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе вӗçленӗ. Пире пӗлтернӗ тăрăх, унта Тутарстанран икӗ ача – арçын ачапа хӗрача – хутшăннă. Кам çак конкурсра çӗнтернине çырса пӗлтеретпӗрех.
Сăнӳкерчӗксем «Эткер» центрăн ВКонтактери https://vk.ru/etkercentr страницинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев