Ӗнер республикăра суйлав иртрӗ. Нумайăшӗ суйлава уяв пек йышăнать. Чăнах та праçник пекех-çке: кашни хулапа ялта çак кун сасăлавпа пӗрлех культурăлла мероприятисем те иртеççӗ.
Акă Лениногорск хулинчи В.И.Ленин тӳремӗнче те ӗнер пысӑк концерт пулнă, тесе пӗлтерет пирӗн штатра тăман корреспондент Геннадий Садовников. Хулари «Шурă хурăн» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе савăнтарнă суйлавçăсене. Вӑл Геннадий Садовников çырнӑ «Лениногорск» юрра питӗ илемлӗ шӑрантарнă.

Г.Садовников сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев