«СУВАР» АВГУСТРА ÇУРАЛНĂ
Август уйăхӗ «Суваршăн» пуринчен те хăйне евӗрлӗреххи пуль. Мӗншӗн тесен Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн 1-мӗш номерӗ шăпах çак уйăхра, 1993 çулта, кун çути курнă. Эппин, тусăмăрсем, хаçатăмăр 30 çул тултарчӗ мар-и?! Çапла, 30 çул Хусанта пичетленсе эрнесерен вулакан патне васкать вăл. Халӗ хаçат чылайранпа ӗнтӗ республикăри чăвашсем патне кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне те çитет. «Суварăн» 30 çулхи юбилейне редакци кӗркунне анлăн уявлать. Ун чухне хаçат кун-çулӗпе тӗплӗнрех те паллаштарăпăр сире, хаклă вулакансем.
Халӗ вара çак уйăхри хаçатшăн паллă куна асра тытса чăвашла пичет кăларăмӗ мӗнле çуралнине тепӗр хут аса илес килет. Кунӗ тенӗрен, хăш кун-ши «Суварăн» çуралнă кунӗ? Кам-тăр августăн 8-мӗшӗ тет, теприсем августăн 18-мӗшӗнче пичетленсе тухнă теççӗ ăна. Хаçатăн социаллă сечӗсенче палăртнине шанас пулсан «Суварăн» çуралнă кунӗ августăн 28-мӗшӗ шутланать... Мӗнле пулсан та хаçатăмăр çак уйăхра – августра – çуралнă.
Аса илер-ха эппин хаçатăн историне. Ăна уçас тесе нумай çын тăрăшнă иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче. Вӗсенчен пӗри – Николай Степанович Степанцев. Вăл «Суварта» нумай çул ӗçлерӗ, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш обществăпа культура центрне йӗркелесен чи малтан председатель пулса ертсе пыраканӗ те вăлах. Акă мӗн çырать Н.С.Степанцев çав çулсем пирки: «Сувар» Тутарстанри халăхсен пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шарипович Шаймиев пулăшнипе уçăлчӗ. Унччен хаçат уçас никӗсе Аксу, Октябрь, Çарăмсан, Елабуга, Теччӗ, Пăва, Çӗпрел тата ытти районсенчи общественность хыврӗ. 1992 çулхи февральте Хусанта Чăвашсен обществăпа культура центрӗ йӗркеленчӗ. Ăна Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн ятне патăмăр. Мана унăн председательне суйларӗç. Çакăн хыççăн пысăк пуçлăхсен пӳлӗмӗсене кӗрсе тухма та çăмăлланчӗ.
1992 çулхи майăн 19-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ театрта Тутарстанри халăхсен пӗрремӗш съезчӗ иртрӗ. Унта чăваш халăхӗн çивӗч ыйтăвӗсемпе эпӗ те тухса калаçрăм. Уйрăмах республикăри чăвашсемшӗн тăван чӗлхепе республика хаçачӗ кирли пирки чарăнса тăтăм. Республика ертӳçисем шухăша ырларӗç те Хусанта чăваш хаçатне уçма ирӗк пачӗç. Унччен эпир Хусанти нумай нациллӗ организацин председателӗпе ТР Вице-президенчӗ Василий Лихачев патӗнче пулнăччӗ, каярах ТР Информаципе пичет министерствине кӗрсе тухрăмăр.
1993 çулхи май уйăхӗнче чăваш хаçатне йӗркелесе ярас пирки эпӗ, Владимир Данилов тата Николай Сорокин Президент патӗнче йышăнура пултăмăр. Çакăнта çирӗплетрӗмӗр те ӗнтӗ «Суварăн» пӗрремӗш редакторне – Владимир Ильич Данилова, ТАССР Аслă Совечӗн депутатне, «Известия Татарстана» хаçат корреспондентне», – тесе çырать Николай Степанцев «Сувар» хаçатăн 1998 çулхи августăн 28-мӗшӗнче пичетленнӗ «Хаçатăн тумхахлă çулӗ» статйинче.
«Суварта» нумай çул ӗçленӗ Виталий Елтов та (йывăр тăпри çăмăл пултăр) хаçат уçăлсан кăна хăй калашле «ăнсăртран кӗмсӗрт» редакцие килмен. Хăй çуралса ӳснӗ ял – Аксу районӗнчи Аслă Сӗнчел – çыннисем чăвашла хаçат уçма ыйтса çырнă уçă çырупа вăл СССР халăх депутачӗ Ф.Г.Григорьев патне 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнчех кайнă. Депутат чăвашсен пуçарăвне ырланă, пулăшма килӗшнӗ. Чăн та, нумай алăксем уçа-уçа кӗнӗ вăл пысăк пуçлăхсем патне чăвашсене хаçат уçма пулăшас тӗллевпе. Нумай та вăхăт иртмен, «Республика Татарстан» хаçатра чăваш хаçачӗ уçăласси пирки хыпар пичетленнӗ. Анчах пӗр кӗтмен çӗртен СССР саланса кайнă та Фирс Григорьевич Григорьев депутат статусне çухатнă, пуçланă ӗçе вӗçне çитерме май килмен.
Çапах та унăн эстафетине Хусанти хӗрӳ чӗреллӗ чăвашсем тытса илнӗ. Виталий Филимонович Елтовăн статйинчи йӗркесемпе паллашар-ха: «Тӳрех калатăп: «Сувар» хаçата уçассине Аслă Ăнă чăвашӗсем, Николай Степанович Степанцевпа Николай Михайлович Сорокин, тахçанах Хусанта тӗпленнӗскерсем, пысăк тӳпе кӗртрӗç. Вӗсем саманана ăнланса илсе Хусанта чăвашсен обществăпа культура центрне никӗслесе йăхташсене ун тавра чăмăртарӗç. ЧОКЦ тăрăшнипе часах Хусан хумӗсемпе чăвашла кăларăм – «Çич çăлкуç» – радио итлекенсем патне çитрӗ. Шăп Николай Степанович «Çич çăлкуç» редакторне Петр Михайлович Мирова панă интервьюран пӗлтӗм Тутарстан Правительстви республикăри чăвашсемшӗн хаçат уçма постановлени йышăннине, унăн редакцийӗнче тăван чӗлхене лайăх пӗлсе çыракансем кирлине.
Николай Степанцевпа тӗл пултăм. Вăл тӗп редактор телефонӗсене пачӗ. Владимир Ильич Данилов мана Патшалăх Канашӗнче кӗтсе илчӗ. Халăх депутачӗ пулнăран унăн ӗç пӳлӗмӗ те пурччӗ. Хампа пӗрле «Хусан» альманахра пичетленнӗ «Йӗтес кӗпи» калава, «Республика Татарстан» хаçатра пичетленнӗ статьясене илнӗччӗ. Вӗсемпе паллашсан Владимир Ильич ыррăн кулса илчӗ.
– Шутламан та Хусанти чăвашсен хушшинче тăван чӗлхепе тӗплӗ çыракан çын пур тесе. Халех заявлени çырăр. Сире ырантанах çур ставкăпа совместительство никӗсӗпе ӗçе илӗпӗр, – терӗ вăл мана.
Çапла 1993 çулхи июль уйăхӗнчен эпӗ «Суварта» ӗçлеме пуçларăм. Август пуçламăшӗнчен редакцие тăтăшлăхах куçрăм...
Часах Шупашкартан «Суварăн» пӗрремӗш номерне кӳчӗç. Савăнтăмăр ăна вуласа. Темиçешер хут тишкерсе тухрăмăр. Çырнă чух асăрхайман кăлтăксене тупса кулянтăмăр. Владимир Ильич та тем пекех хӗпӗртерӗ. Мӗнле савăнмăн – ку вăл унăн, коллективăн пӗрремӗш пепки! Вăл уралантăр тесен уншăн пӗчӗк ачашăн тăрăшнă евӗр вăй хумалла.
Çав кун коллективăн пухăвӗ те иртрӗ. Владимир Ильич пурин умне те тӗллевсем лартрӗ: çул вӗçлениччен тата тепӗр номер кăлармалла, ун валли, çӗнӗ çултан тăтăш тухакан номерсем валли материалсем хатӗрлемелле. Халӗ вара тӗп вырăнта – пичетленнӗ тиража республикăри мӗнпур чăваш ялӗсенче салатса йышлăрах çырăнтарассине йӗркелемелле.
Редакци «Волги» кансах тăмарӗ ун чухне. Водителӗ те пултарулличчӗ. Ильдар абый ӗлӗкрех Минтимер Шарипович Шаймиева турттарнă. Çитес çӗре хăвăрт çитеретчӗ. Владимир Ильич хăй те руль тытма ăстаччӗ. Темиçе хутчен те унпа пӗрле шоферсăрах командировкăсене тухса çӳренӗ. Унта та вăл ӗç кунӗ вӗçленсен «ӗçшӗн тав сире» тетчӗ...» – çырать хăйӗн статйинче Виталий Елтов (Сувар, 28.08.1998).
Пӗрремӗш номере салатнă май иккӗмӗшне те материалсем пухса çитернӗ редакцире ӗçлекенсем. Ăна ӗнтӗ Шупашкарта мар, Хусантах кăларасшăн. Анчах... сасартăк октябрь уйăхӗнче тӗп редактор вилсе кайнă. Эрнесерен тухма ӗлкӗреймесӗрех хаçат тӗп редакторсăр тăрса юлнă. Уяр кун аçа çапнă пек пулнă ку ырă ӗçе пуçăннă Хусан чăвашӗсемшӗн.
«Тӳсме йывăр. Анчах та вăхăт иртет, Çӗнӗ çулччен икӗ уйăхран та кая юлчӗ. 1994 çулхи январьтен пуçласа хаçата кашни эрнере кăларма тытăнмалла. Ислам Ахметзянов министр мана редактор пулма сӗнет, ИТАР-ТАСС ӗçне пăрахмасăрах ӗçлӗн тет. Мӗнрен тытăнмалла-ши? Шухăшласан – пуç çаврăнать. Пӗрремӗш йывăрлăх – пичетлекен машинкăсене чăвашлатасси. Специалистсемпе калаçатпăр. «Сахалтан та çур çул кирлӗ», – теççӗ. «Чи нумаййи – уйăх çурă», – тетӗп. «Çук, пултараймастпăр», – теççӗ. Тепӗр кун татах çакăн пек калаçу.
– Юрӗ, хăтланса пăхатпăр, – терӗ тинех ăстаçă. – Кунӗн-çӗрӗн ӗçлемелле пулать, хакне ӳстерӗр.
Тинех килӗшрӗмӗр.
Çӗнӗ çулăн иккӗмӗш эрни вӗçӗнче тин пирӗн 1-мӗшпе 2-мӗш номерсем йӗкӗрешлӗ тухрӗç. Вулакансенчен каçару ыйтса çыртăмăр, урăх кун пек тăсмăпăр тесе сăмах патăмăр», – аса илет хăйӗн «Чӗререн тухакан сăмахсем» статйинче (Сувар, 26.03.2004) «Сувар» хаçатăн иккӗмӗш редакторӗ пулнă Николай Сорокин (йывăр тăпри çăмăл пултăр).
Çапла йывăрлăхсене çӗнтере-çӗнтере малалла талпăннă Хусан чăвашӗсем. Малтанах редакцин хăйӗн кулленхи пӳлӗмӗсем те пулман – виçӗ çул хушши вырăнтан вырăна куçса çӳренӗ суварçăсем. Каллех Тутарстан Президенчӗ Минтимер Шаймиев чăвашсен хутне кӗнӗ – Чистопольская урамӗнчи 5-мӗш çуртра пӳлӗмсем уйăрса панă. Унта хаçат ӗçченӗсем 2013 çулхи кӗркуннеччен ӗçлерӗç. Унтан çулталăк Академическая урамӗнчи 2-мӗш çуртра, 2014 çулхи октябрь уйăхӗнчен паянхи кунчченех Декабристсен урамӗнчи 2-мӗш çуртра «ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен ытти хаçат-журналсен редакцийӗсемпе пӗрле тăрăшаççӗ.
Хаçата уçнă чух редакци штатӗнче 21 çын пулнă-тăк, паянхи кун вуннă та çук. Пӗчӗк коллективпах пысăк ӗç туса пыраççӗ суварçăсем. Тираж чакса пыни кăна хурлантарать пире. Вăхăтӗнче 6 пин экземпляртан та иртнӗ «Суварăн» тиражӗ. Халӗ пурин те аллинче смартфон пулни те пичетленсе тухакан хаçатăн пӗлтерӗшне чакарать пулӗ. «Эпир интернетра вулатпăр», – теççӗ хăш-пӗрисем. Çапах та типографирен пичетленсе тухнă хыпарăн вăйӗ пысăкраххине шанас килет. Ентешӗмӗрсем мӗнле йывăрлăхсене çӗнтерсе чăвашла хаçат уçнине хисепе хурса «Сувара» пӗтме парар мар, пурте пӗрле тиражне ӳстерме тăрăшар, хаклă вулаканăмăрсем. Чăваш пулар, пӗрле утар!
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев