Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР ПИКИ – 2023» КОНКУРСРА ВАЛЕРИЯ ЗУБКОВА ÇӖНТЕРЧӖ

Кăçал «Сувар» тухма пуçланăранпа 30 çул çитет. Хаçатшăн юбилейлӗ çул редакци нумай мероприяти ирттерет, çав шутра тӗрлӗ конкурссем те. Вӗсенчен пӗрне – «Сувар пики – 2023» конкурса иртнӗ çул вӗçӗнчех пуçланăччӗ. Ак ку эрне пуçламăшӗнче конкурс комиссийӗ пӗтӗмлетӳ турӗ.

Каласа хăвармалла, «Сувар» хаçат ирттерекен конкурссене тутарстансем çеç мар, кӳршӗллӗ регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсем те хастар хутшăнаççӗ. Ку пире, редакцинче ӗçлекенсене, питӗ савăнтарать. Ак, чиперккесен конкурсне те Тутарстанри чăваш пикисемпе пӗрлех Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри тата Елчӗк муниципаллă округӗсенчи, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи хӗрсем хутшăнчӗç. Эсир, пирӗн вулаканăмăрсем, конкурсантсен сăнӳкерчӗкӗсемпе хаçатăн 12-мӗш страницинче, видеосемпе вара хаçатăн социаллă сетьсенчи (ВКонтакте, Одноклассники, Телеграм) ушкăнӗсемпе каналӗсенче паллашма пултартăр. Пурӗ конкурса 15 пике хутшăнчӗ хальхинче. 

Иртнӗ эрнере, апрелӗн 3–7- мӗшӗсенче, конкурсанткăсемшӗн хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сечӗнчи ушкăнӗнче сасăлав пулчӗ. Хӗрсемшӗн вӗсене кăмăллакансем питӗ хастар сасăларӗç. Сасăсен шучӗ, вырăс  юмахӗнче каланă пек, кунсерен мар, сехетсерен ӳссе пычӗ. Сасăлав апрелӗн 7-мӗшӗнче 10.00 сехетре вӗçленчӗ. 

Тунтикун вара конкурс комиссийӗ пӗтӗмлетӳ турӗ. Комисси пайташӗсен шутӗнче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Федоровна Трифонова, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс директорӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Николаевна Чаркина, «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ Ирина Николаевна Кузьмина, Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи, «Науруз чиперӗ – 2023» конкурс çӗнтерӳçи Юлия Еремеева тата «Тутарстан Чăваш пики – 2016», «Раççей Чăваш пики – 2016» конкурссен çӗнтерӳçи, «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова пулчӗç. Кашни конкурсанткăн пултарулăхне тепӗр хут тӗплӗн пăхса хакларӗ комисси. Унтан пӗтӗмлетӳ туса унпа вулакансемпе куракансене тӳрӗ эфирта пӗлтерчӗç.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем. «Суварăн» «ВКонтактери» ушкăнӗнче йӗркеленӗ сасăлавра чи нумай сасă пуçтараканни Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Чăвашкассинче пурăнакан Елизавета Аюгова пулчӗ. 16 çулти пике 2593 сасă пухса «Интернет пике» номинаци çӗнтерӳçи пулса тăчӗ.  

Кӳршӗллӗ регионсенчен те хӗрсем хастар хутшăннине кура конкурс комиссийӗ çак пулăма палăртмасăр хăварма пултараймарӗ, паллах –«Кӳршӗри чи пултаруллă пикене» палăртма йышăнчӗ. Ку номинацире вара Кристина Калинина (Чăваш Ен, Сӗнтӗрвăрри муниципаллă округӗ, Туппай Сӗмӗл ялӗ) çӗнтерчӗ. 

«Илем пике» номинацин çӗнтерӳçи Элмет районӗнчи Патраклă пики Елизавета Бикбова пулса тăчӗ. 

Конкурсăн виçӗ тӗп номинацийӗнче вара çак чиперккесем çӗнтерчӗç:

3-мӗш вырăн – «Сарпике» – «II Вице-Сувар пики – 2023» – Раиса Кузьмина (Нурлат хули);

2-мӗш вырăн – «Чипер пике» – 

«I Вице-Сувар пики – 2023» – Анастасия Алексеева (Çырчалли);

1-мӗш вырăн – «Сувар пики – 

2023» конкурс çӗнтерӳçи – Валерия Зубкова (Хусан хули). Пурне те саламлатпăр! 

Номинанткăсем пурте «Сувар» хаçат парнисене тивӗçрӗç: Кристина Калининăна, Елизавета Аюговăна тата Раиса Кузьминана – косметика, Елизавета Бикбовăна – кӗмӗл вăчăра (парне «Аван» куçман пурлăх агентствин специалистӗнчен В.М.Юнусовăран. – Ред.), Анастасия Алексеевăна – кулонлă ылтăнланă кӗмӗл вăчăра, Валерия Зубковăна – алă сехечӗ. Çавăн пекех  2-мӗшпе 3-мӗш вырăн йышăннă пикесене 2023 çулăн 2-мӗш çур çулне «Сувар» çырăнса паратпăр. «Сувар пики – 

2023» конкурса хутшăннă пикесене пурне те Диплом парса чыслатпăр. 

«Сувар пики – 2023» титула çӗнсе илнӗ Валерия Зубкова суйлав турӗ урлă иртмесӗрех  «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнать.  Тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ ытти пикесене те С.Н.Чаркина «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнма чӗнчӗ. Вăл, сăмах май, апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртет. 

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Сăнӳкерчӗкре: Валерия Зубкова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев