Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» вăл – чăваш сасси, ун сăнӗ

Паян «Сувар» хаçат 30 çулхи юбилейне паллă тăвать.

30 çул. Сахал вăл е нумай? Этем пурнăçӗпе виçсен ытлах та мар пек... Хаçатшăн вара чылай пурнăç. «Сувар» подшивкисене уçатăн та тӗлӗнетӗн: мӗн кăна çырман çак çулсем хушшинче. Хаçат Тутарстан чăвашӗсен официаллă мар архивӗ шутӗнче. Мӗн чухлӗ интереслӗ истори, пулăм, çын, халăх шăпи упранать унта! Шутласа пӗтереймӗн. 


«Сувар» хаçат чăваш журналистикин, халăхăмăрăн культурипе йăлисен пысăк тупри. Ăна упрамалла пирӗн. Мӗнле калас, кайран ларса йӗрес мар тесен пуррине упрасчӗ. «Сувар» вăл — чăваш сасси, ун сăнӗ, пирӗн бренд. 


Хаклă вулаканăмăрсем, сире те хаçат 30 çул тултарнă ятпа саламлатăп, çак çулсем хушши эсир пирӗнпе юнашар, эпир çакна туйса тăратпăр. Шанатăп, малашне те пирӗнпе пӗрле пуласса, хаçат ӗмӗрӗ вăрăм пуласса. 


Ирина ТРИФОНОВА,


тӗп редактор. 


А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев