«Сувар» вулакан аппасем
Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштек ялӗнче пурӑнакан Валентина Серафимовна Бахтиновăпа Раиса Семеновна Яковлева «Сувар» хаçата питӗ юратса вулаççӗ. Иккӗшӗ те 80 çула çитнӗ ӗнтӗ.
– Çитес çур çула хаçат çырӑнатăр-и? – тесе ыйтрӑм та вӗсем мана иккӗшӗ те харӑссăн:
– Паллах, çырӑнатпӑр. Ак, июнь уйӑхӗ пуçлансанах çырăнатпăр. Çырăнтарăвăн юлашки уйӑхӗ вӗт, эпир ку хаçата эрне вӗçӗнче ачасене кӗтсе тӑнӑ пекех кӗтетпӗр. Унти хыпарсем питӗ кирлӗ ялти ватӑсене. Тӗнчери чӑвашсем мӗнле халпа пурӑннине питӗ пӗлес килет. Калавсем те вулама юрататпӑр. Халӗ çамрӑк мар, библиотекӑна çӳрейместпӗр, хаçата вара килех кӳрсе параççӗ. Тӗрлӗ ырӑ сӗнӳсем, кулӑш кӗтесӗ, саламланисем – питӗ кӑмӑла çӗклеççӗ. Тавах çак «Сувар» хаçатра ӗçлекенсене, пире мӗн кирлине çырса тӑнӑшӑн, – терӗç Валентина Серафимовнăпа Раиса Семеновна.
Анна НИКОНОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче: В.С.Бахтиновăпа Р.С.Яковлева.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев