«Хыпар» Издательство çурчӗн коллективӗ тата директорăн – тӗп редакторăн тивӗçӗсене пурнăçлакан Дмитрий МОИСЕЕВ хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани
«Сувар» хаçат 30 çул самана таппипе тан утать.
«Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем, ветеранӗсем тата вулаканӗсем!
«Сувар» хаçат акă ӗнтӗ 30 çул самана таппипе тан утать, кулленхи пурнăçра сиксе тухакан çивӗч ыйтусене хускатать, вӗсене татса памалли майсене сӗнет, чăвашлăха, тăван халăхăмăрăн йăли-йӗркине, пуян культурин хăйне евӗрлӗхне, литературине упрас ӗçе пысăк тӳпе хывать. Редакци ӗçченӗсем пуян тавра курăмӗпе, çаврăнăçулăхӗпе палăрса тăраççӗ, çуллен тӗрлӗ проект пурнăçа кӗртеççӗ, хаçат тусӗсене çӗнӗрен те çӗнӗ ярăмсемпе, рубрикăсемпе савăнтараççӗ.
Унсăр пуçне вулакансемпе тачă çыхăну тытса вӗсен кăмăлне тивӗçтереççӗ, ыйтăвӗсен хуравне тупма пулăшаççӗ. Шăпах çавăнпа «Сувар» сăн-сăпачӗ паянхи вăхăт ыйтнине туллин тивӗçтерет, тӗшши тӗрлӗ енлӗхпе тӗлӗнтерет.
Хисеплӗ ӗçтешсем! Сире çӗнӗ пуçарусене туллин пурнăçа кӗртме çирӗп сывлăх, вӗçӗ-хӗррисӗр хавхалану, ăнăçу сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев