Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат çитес çул 30 çул тултарать

Юбилейпе çыхăннă сюрпризсем нумай пулӗç. Çырăнмасан пӗлмесӗрех юлатăр.

Хаклă туссем, юратнă вулакансем!

«Сувар» хаçат çитес çул 30 çул тултарать. Ку редакци ӗçченӗсемшӗн кăна мар, мӗнпур чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм. Мӗншӗн тесен чăваш журналистикин историйӗ Тутарстанран, Хусантан пуçланнă. 

Шанатпăр, эсир килес çул та пирӗн юратнă вулакансен шутӗнче юласса. Хаçат-журналсем нумай, анчах Тутарстан чăвашӗсене пӗрлештерсе тăракан информаци хатӗрӗ пӗртен-пӗрре – «Сувар»! 

Юбилейпе çыхăннă  сюрпризсем нумай пулӗç. Çырăнмасан пӗлмесӗрех юлатăр. 

Раççей Почти сентябрӗн 1-мӗшӗнче 2023 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăнтару кампанине пуçларӗ. Каталог пуян, 6200 кăларăм ытла:  обществăпа политика хаçат-журналӗсенчен пуçласа ятарлă кăларăмсем таранччен. Юратнă хаçата е журнала çырăнса илес тесен паян почта уйрăмне каймасăрах онлайн мелӗпе çырăнма пулать. Компьютер çукки те чăрмав мар – смартфонсем кашнин алăра. 

Хаклă вулаканăмăрсем, «Сувар» хаçата «ТАТМЕДИА» АО  http://tatmedia.ru/podpiska/  сайтӗнче, Раççей Почтин сайтӗнче тата «Онлайн подписка» мобильлӗ приложенийӗ урлă та çырăнма пултаратăр. 

Ирина ТРИФОНОВА, 

тӗп редактор. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев