«Сувар» хаçатра аякри туссем хăнара пулчӗç
Паян «Сувар» хаçат редакцийӗнче хăнара пирӗн аякри туссем, Чăваш Енри Елчӗк округӗн «Елчӗк ен» хаçачӗн тӗп редакторӗпе журналисчӗ Елена Геннадьевна Петровăпа Николай Федорович Малышкин тата Елчӗк округӗн центрӗнче пурăнакан штатра тăман авторăмăр, ентеш, талантлă журналист, çыравçă, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ӗç ветеранӗ Анатолий Артемьевич Тимофеев хăнара пулчӗç.
Ӗçтешсем чей ӗçнӗ май нумай ыйтăва сӳтсе яварӗç. Паллă ӗнтӗ тӗп калаçу хаçат ӗçӗн паянхи задачисемпе йывăрлăхӗсем, тăван чӗлхе тавра пычӗ. Журналистсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗç.
Елчӗкенсем пултаруллă хаçатçăсем кăна мар, ăста юрăçсем те. Николай Федорович Малышкин темиçе юрă та юрласа пачӗ.
Пичет ветеранӗн, Пăва районӗнчи Раккассинче çуралса ӳснӗ Анатолий Артемьевич Тимофеевăн та аса илмели нумай. Хăй вăхăтӗнче вăл «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ пулнă. «Хусанта çуралнă пӗрремӗш чăваш хаçачӗн ӗçне эсир çӗнӗрен чӗртсе аталантарса пыратăр. Питӗ тарăн статьясем хаçатра, «Сувар» вуламасăр манăн апат та анмасть», – пирӗн ӗçе хакларӗ аслă юлташăмăр.
Икӗ хаçат ӗçченӗсен туслă çыхăнăвӗ малалла тăсăлӗ-ха. Ӗçтешсем тепӗр хутӗнче «Елчӗк ен» хаçат редакацийӗнче тӗл пулма калаçса татăлчӗç.
(Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев