Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав стимулӗ тата салют

Сентябрӗн 8-мӗшӗнчи ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне Хусанта салют ярса паллӑ тӑвасшӑн. Кам ҫӗнтерӗвне ҫапла уявласшӑн-ши?

Суйлав кунӗнче сасӑлакансене Хусанта «Я проголосовал!/Мин тавыш бирдем!» тесе ҫырнӑ хутран тунӑ сулӑ параҫҫӗ. Ҫак браслет тӗп хулари общество транспорчӗпе сентябрӗн 8-мӗшӗнче кунӗпе тӳлевсӗр ҫӳреме май парать. Унсӑр пуҫне 14:00 сехетрен "Казань Арена" стадион ҫумӗнчи концерта кӗртеҫҫӗ суйлав суллине кӑтартсан. Тӗрӗсрех каласан, сасӑламасан концерт курма кӗрейместӗн. Хусансене ҫак кун Гузель Уразова, «Волга-Волга» ансамбль, Дана Соколова, Диана Арбенина тата «Ночные снайперы», «Любэ» ушкӑнсем савӑнтарӗҫ. 

Суйлав кунхи юрӑ-ташӑ программи 22:00 сехетре салютпа вӗҫленет. Вӑл пуринчен те лайӑхрах "Казань Арена" стадион патӗнчен курӑнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы