Свияжск енне каякан М7 трассăра хăрушă авари пулнă
Хăрушă аварире пӗр çын вилнӗ, иккӗшӗ йывăр аманнă. Çул вăл йăнăша каçармасть çав. Шел пулин те, пӗринпе пулнă инкеклӗ пулăм теприне нимӗне те вӗрентмест.
Паян кăнтăрла иртсен виçӗ сехет тӗлне М7 трассăра Свияжск енне кайнă çӗрте хăрушă авари пулнине пӗлтерет «Татар-информ». Çак вăхăтра авари пулнă вырăнта пулнисем каланă тăрăх, «Дэу» автомобиль водителӗ хирӗç çул çине сиксе тухнă. «Хендэ» автомобильпе çапăнмасса шанăç юлман. Икӗ машина хире-хирӗç вăйлă çапăннă. Çапăнни хытă пулнăран икӗ машина та çул айккине инçе сирпӗнсе тухнă. Çак аварире пӗр çын вилнӗ, иккӗшӗ йывăр аманнă. Трагедин лару-тăрăвӗпе халӗ полици сотрудникӗсем ӗçлеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев