Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсен спортпа туслашмашкăн майсем пур, кăмăл кăна кирлӗ

Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен хушшинче ТР Раисӗн Кубокӗшӗн спортпа физкультура мероприятийӗ кăçал май уйăхӗн 29-мӗшӗнче пуçланать.

Шучӗпе ăмăрту иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗ 2025 çулта иртнӗ. Ун чух пӗрремӗш тапхăрне – 175, иккӗмӗш тапхăрне 200 çын хутшăннă. Кăçал финалти шутне 400 çитересшӗн, пӗтӗмпе вара 800 ветерана явăçтарасшăн. Ăмăрту кăçал тата анлăрах иртӗ, мӗншӗн тесен спорт ăмăртăвӗсен тӗсӗсем пӗлтӗрхинчен нумайрах. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – ятарлă çар операцийӗнчен таврăннисене реабилитаци, адаптаци тата мирлӗ пурнăçа таврăнма майсем туса парасси. ТР Раисӗн Кубокӗ çинчен паян, майăн 25-мӗшӗнче, «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Любисовна Удачина каланă тăрăх, ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене республикăра медицина пулăшăвӗ, адаптаципе реабилитаци иртмешкӗн чылай система ӗçлет. Анчах фондпа ТР Спорт министерствин пӗрлехи ӗçӗ кăтартнă тăрăх, ветерансене хăйсене спорт урлă реабилитаци ытларах килӗшнӗ. Пӗлтӗр вӗсем тӗрлӗ шайри 23 ăмăртăва (вӗсенчен 12-шне Тутарстан йӗркеленӗ) хутшăннă. Сăмах кунта пӗр-пӗр ăмăртăва явăçтарасси çинчен кăна пымасть, ветерансене спортпа туслаштарса ун урлă социализацилеме, сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарма тата паралимп юхăмӗпе интереслентерме тӗллев лартнă. Паянхи кун тӗлне ятарлă çар операцийӗн 32 ветеранӗ спортпа туслашнă та ӗнтӗ, вӗсем куллен тенӗ пекех спортзалсене çӳреççӗ, 6-шӗ республикăн сборнăйне кӗнӗ.

 ТР Раисӗн кубокӗ пӗлтӗр пуçласа иртнӗ пулсан та ветерансене вăл çав тери килӗшнӗ. Кăçал çавăнпа спорт тӗсӗсен те, унта хутшăнакансен шучӗ те ӳснӗ. Ятарлă çар операцийӗнчен йывăр аманса таврăннă ентешсемшӗн кун пек ăмăрту пӗрле хутшăнмалли мел те. Вӗсенчен кашнин хăйӗн историйӗ вӗт, алăсăр-урасăр юлнăскерсене пурнăçа çӗнӗрен хăнăхма çав тери йывăр. Кунта вара пӗрлехи интерессем, пӗрлехи йышăнусем, чи кирли – тӗрев.

2026 çул пуçланнăранпа республикăра ветерансем валли 14 спорт ăмăртăвӗ йӗркелесе ирттернӗ те ӗнтӗ. Нумай пулмасть картинг ăмăртăвне районсенчен 50 çын хутшăннă. Лазертаг ăмăртăвӗ те хăйне май интерес çуратнă. Унта ветерансем ача çурчӗсенчи ачасемпе хутшăнса вӗсен наставникӗсем пулмашкăн кăмăл тунă.

Ветерансен хăйсен хоккей команди те пур халь, вăл кăçал хӗлле кăна йӗркеленсен те Тутарстанăн хоккей ветеранӗсемпе туслă матч ирттернӗ те ӗнтӗ. Çапах пуринчен ытла ветерансем ларса волейбол выляма кăмăллаççӗ иккен. Шăп çак спорт тӗсне ытларах суйлаççӗ. Паллă ӗнтӗ ку командăсенче ытларах ал-урасăр юлнисем.

ТР Раисӗн Кубокӗ пирки калас пулсан, вăл темиçе уйăха тăсăлакан спорт мероприятийӗ. Ăна «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗ, ТР Спорт министерстви, ТР муниципаллă йӗркеленӳсем ТР Раисӗн тӗревӗпе йӗркелесе ирттереççӗ. ТР Спорт министрӗн çумӗ Ильдар Зуфарович Садриев пӗрремӗш тапхăрӗ май-октябрь уйăхӗсенче, иккӗмӗшӗ декабрьте пулассине каларӗ.

Районсенче иртекен пӗрремӗш тапхăрта ветерансем 15 спорт тӗсӗнче хăйсене тӗрӗслесе пăхма май пур. Уйрăм спорт тӗсӗсем тӗрлӗ хула-районта пулаççӗ:

– Волейбол, ларса волейбол, пауэрлифтинг (Ешӗлвар, май уйăхӗ),

– Армрестлинг, шахмат (Анат Кама, июнь),

– Шывра ишесси, çӗçӗ пересси (Элмет, июль),

– Фуджитал-спорт, нарды, адаптивлă бокс (Хусан, июль-август),

– Футзал, кире пуканӗ йăтасси (Мамадыш, август),

– Сӗтелçи теннис (Саба, август),

– Хоккей (Çӳлту, сентябрь);

– Следж-хоккей (Хусан, октябрь).

Финал пӗлтӗрхи пекех кăçал та Хусанта Атăлçи физкультура, спорт тата туризм университечӗн никӗсӗнче иртет. Унта пӗтӗмпе 400 çын 10 спорт тӗсӗнче (волейбол, ларса волейболла вылясси, армрестлинг, шывра ишесси, фиджитал-спорт, нарды, футзал, кире пуканӗ йăтасси, сӗтелçи теннис, пульăпа пересси) иртет.

Пресс-конференцие ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем ларса волейболла выляссин командинчи Ильдар Хафиятулловпа хоккей командинчи Булат Залялеев та хутшăнчӗç. Вӗсем иккӗшӗ те ятарлă çар операцийӗнчен йывăр аманса таврăннă. Хăйсем валли çакнашкал мероприятисем йӗркелени калама çук пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç. «Кунта вӗт чăн малтан спортпа туслашма кăмăл кăна кирлӗ, пӗр спорт тӗсӗ килӗшмерӗ-тӗк, суйламалăх пур», – терӗ Ильдар Хафиятуллов . Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене спортпа туслашмашкăн кашни район-хулара майсем пур. Вӗсен социаллă кординаторпа е район-хулари спорт уйрăмне кăна килмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество