Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсене, вӗсен çемйисене пур енлӗн пулăшмалла

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, ветерансене пулăшу парассине Тури Услонра иртнӗ Патшалăх Канашӗн Президиумӗн ларăвӗнче сӳтсе явнă. Тутарстан ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах çӗршыва хӳтӗлекенсемпе вӗсен çемйисене пулăшма комплекслă мерăсем йышăннă. Çӗнӗ территорисенчи Лисичанскпа Рубежное хулисене шефла пулăшу парасси те кал-кал пырать. Çак ыйтусене татса пама республика бюджетӗнчен паяна 36 миллиард тенкӗ уйăрнă.

Промышленность тата ял хуçалăх предприятийӗсене, вăтам бизнеса, обществăлла пӗрлешӳсене, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсене, Тутарстан çыннисене «çӳлтен хушнипе» мар, чун ыйтнипе пулăшнăшăн Фарид Мухаметшин уйрăммăн тав тунă.
СВО пуçланнăранпа республикăра право енчен йӗркелесе пыма 20 закон тата вӗсене ăнлантаракан, тӗрӗсрех кăтартакан актсем йышăннă.
 Тури Услон районӗн пуçлăхӗ Евгений Варакин республикăн вице-премьерӗнче ӗçленӗ чух Тутарстан шефа илнӗ хуласен кураторӗ пулнă. Лисичанскра ун чухне лару-тăру питӗ йывăр тăнă. Ларура Е.Варакин Тури Услон районӗ ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа çапăçу пыракан çӗре 29 гуманитарлă конвой ăсатни çинчен каласа панă. Пӗтӗмӗшле илсен районти волонтерсем, предприятисем 140 миллион тенкӗлӗх пулăшу панă.
Фронтра çапăçакан ентешӗсен çемйисене те тимлеççӗ туриуслонсем. Районти 89 çемьене вутăпа тивӗçтернӗ, 27 çемьене — выльăх апачӗ, 78-шне тырă панă. Çуртсене юсассипе, газ кӗртессипе çыхăннă ыйтусене татса параççӗ. Вăхăтра юрист пулăшăвӗ кирлӗ пулассине те шута илнӗ.
«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина ятарлă çар операцине хутшăннисене республика пулăшни çинчен каласа панă. Фонд филиалӗ ӗçлеме пуçланăранпа 28 пин çын пулăшу ыйтса пынă.
Тӳлевсем, социаллă пулăшу, çапăçусене хутшăннисем ветеран удостоверенине илессипе, медицина, психолог, юрист пулăшăвӗ кирлипе пыраççӗ фонда.
ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗпе Наталья Бутаевăпа ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Филатов профильлӗ ведомствăсем ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вӗсен çемйисене тӗрев парассипе ирттерекен ӗçсем çинчен каласа панă. «Алга», «Тимер» тата «Батыр» батальонсенче контрактпа службăра тăракансене пӗр хутчен 360 пин тенкӗ укçа параççӗ. Çавăн пекех çар çыннин, СВОна хутшăнаканăн çемйинчи 18 çул тултарман кашни ачана пӗр хутчен 20 пин тенкӗ параççӗ. СВОна хутшăнакансен 60 çул тултарнă ашшӗ-амăшне санаторире сывлăхне сиплеме, ачисене сывлăхпа кану лагерӗсене путевкăсем параççӗ. СВОра пулса инвалида тухнă Тутарстан çыннине ӗçе вырнаçтарнăшăн ӗç паракан организацие 200 пин тенкӗ таранччен компенсаци параççӗ.
Ятарлă çар операцийӗнче пулса аманнисене Хусанти, Çырчаллинчи çар госпиталӗнче тата вăрçă ветеранӗсен госпиталӗнче медицина пулăшăвӗ параççӗ. Кунсăр пуçне Хусанти М.Садыков ячӗллӗ 7№ клиника больницинче тӗрлӗ профильпе сиплеççӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем