СВОна пулăшакан волонтерсен пӗрремӗш форумне ирттересшӗн
Хусан мэрӗ Ильсур Метшин Тутарстанăн тӗп хулинче ятарлă çар операцине пулăшакан волонтерсен пӗрремӗш гуманитари форумне ирттерме сӗннӗ. Ку сӗнӗве вăл «Za Победу! Казань» юхăмăн çӗвӗ тата производство цехӗсене çитсе курсан каланине пӗлтерет ӗçтăвкомăн пресс-служби.
Ильсур Метшин активистсене хула уйăрса панă 182 тăваткал метрта вырнаçнă пӳлӗме пăхса тухнă. Юсав тунă çуртăн пӗрремӗш хутӗнче склад вырнаçнă, иккӗмӗшӗнче – цехсем.
Кунта хулари хастар çыннсем пушă вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткисем çыхаççӗ, окоп валли çуртасем хатӗрлеççӗ, тăхăнмалли тум-тир çӗлеççӗ тата гуманитари пулăшăвне пухаççӗ. Кашни уйăхра икӗ-виçӗ хутчен çар çыннисем ыйтнине тивӗçтерсе посылкăсем ăсатаççӗ. Пулăшу кашни кун ӳссе пынăран волонтерсене çӗнӗ пӳлӗмсем тата гуманитари тиевне фронта çитерме çӗнӗ машинăсем кирлине те пӗлтернӗ активистсем.
Ку ыйтусене Хусан мэрӗ волонтерсен пӗрремӗш гуманитари форумӗнче сӳтсе явма сӗнчӗ. Советски район администрацине çӗнӗ пӳлӗмсем уйăрса пама хушрӗ, тиев машинине илме хăй пулăшассине каласа хăварчӗ.
«Эпир Хусанта фондсемпе пӗрлешӳсем сахал маррине куратпăр. Вӗсене пӗр çӗре пухма вăхăт çитрӗ. Пӗр-пӗрне каласа памалли те нумай вӗсен. Пӗр çӗре пуçтарăнса çӗнтерӗве çитерес тесе мӗн тумаллине тата атьсене мӗнле пулăшмаллине сӳтсе явар. Вӗсем пурте халь çăмăл мар условисенче, вӗсен пурнăçӗсене сыхласа хăварса килӗсене тавăрмалла», – тенӗ Ильсур Метшин.
Каласа хăвармалла,Хусантан ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа гуманитари пулăшăвӗ кайсах тăрать, вӗсен шучӗ аллăран та иртрӗ. Шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хулисене те кăçал тăваттăмӗш хут гуманитари тиевӗ лӗçнӗ. Луганск Халăх Республикин хулисенче пурăнакансем валли 91 тоннăна яхăн кирлӗ япалсемпе пилӗк фура ăсатнă.
Хусан мэрийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев