Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВОра вилнӗ салтакăн хӗрне çаратнă

Элмет районӗнчи 27-ри çамрăк хӗрарăм хăйне улталанине сиссе юлайман


Кăçал январь ­уйăхӗн пуçламăшӗнче ăна такамсем çар комиссариачӗн ятӗнчен шăнкăравласа пуç хунă ашшӗне награда тата пысăк сумма компенсаци памашкăн документсем тултарма тесе ашшӗн паспорчӗпе СНИЛСне тата СМСпа килекен кода калама ыйтнă. Кун хыççăн приема çыртăмăр тесен иккӗленмен вăл.
Тепӗр кунах суя ФСБ сотрудникӗсем унпа çыхăннă. ВСУна укçапа пулăшнăшăн уголовнăй ӗç пуçарассипе, ачисене туртса илессипе хăратса мӗн каланине йăлтах пурнăçлама хушнă. 
Хăранипе хӗрарăм ашшӗшӗн панă 1 миллион тенкине вклада хуни çинчен персе янă. Мӗнпур укçана илсе «ФСБпа Центробанк сотрудникӗсене» памалла иккен унăн, паллă ӗнтӗ, никама пӗлтермелле мар. Хӗрарăм хăйӗн йӗкӗреш йăмăкӗн те ашшӗшӗн панă укçа пуррине пӗлтерсен, ăна та ярса пама хушнă. Йӗкӗреш йăмăкӗнчен вăрттăн унăн шучӗ çинчи 996 пин тенкине те ярса панă. Çапла ултавçăсене ­2 247 000 тенкӗ куçарнă вăл. Хайхи­сем ылтăн япаласене, кил техникине сутма хушсан тин хăйне улталанине ăнланса полицие кайнă. 
 
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество