Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сысна кӑмпи

Килте сысна тытакансен хальхи вăхăтра вăрмана кăмпа-çырлана тем пек каяс килсен те, кăшт тăхтамалла

Килте сысна усракансен хальхи вăхăтра шăпах çакăн пек суйлав тумалли çинчен пӗлтерчӗ ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринари управленийӗн ертӳçин çумӗ 
Габдулхак Мотыгуллин августăн 6-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире. Уйрăм хуçалăхсен Африка мурӗнчен тӗп профилактики вăл​ – вăрмана питех каймалла марри. Унсăрăн кăмпапа пӗрле вирус та çаклатса килме пулать. Ку вара питӗ хăрушă. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Чулхула тата Ульяновск облаçӗсенче çак чиртен хир сыснисем вилнӗ. 
Африка мурӗ республикăра 2016 çулта Нурлат районӗнче палăрсан, пилӗк ялăн 489 сыснине çунтарма тивнӗччӗ. «Ун чухне вирус фаунăна лекмерӗ, çавăнпа ăна хăвăрт чарма пултартăмăр», – асăнса хăварчӗ спикер халăха пысăк сиен кӳнӗ пăтăрмаха. Чăн та, хальхинче лару-тăру хăрушăрах, Чулхула тата​ Ульяновск облаçӗсенче хир сыснисем вилнӗ. Чире вара тискер чӗрчунсем, вӗçен кайăксем, кăшлакан чӗрчунсемпе хурт-кăпшанкă сарать. Кунсăр пуçне вирус чирлӗ чӗрчунран, выльăх апатӗнчен, шывран, транспорт хатӗрӗсенчен, кӗреçе-сенӗкрен, чирлӗ выльăх ăш-чикӗпе пуç-уринчен, пиçмен апатран тата ыттинчен куçма пултарать. 
Палăртса хăварар, килти сыснана ку чир ерсен унăн сывалма шанăçӗ çук, 1-5 кунран ытла пурăнаймасть. Хир сысни вара чирлесен те​ чылай нумайрах пурăнать. Чӗрчунсен миграцийӗ пирки калама кирлех те мар-тăр, хир сыснишӗн чикӗ çук, вăл апат шыраса пӗр регионтан тепӗр регион вăрманне куçать. Асăннă регионсем пирӗнпе кӳршӗллӗ пулнине кура, Африка мурӗ пирӗн республикăна та çитес хăрушлăх пысăк. Ятарлă службăсем профилактика мерисем йышăнаççӗ, çав шутра вăрмансенче те. Телее, хальлӗхе​ пирӗн регионта чир палăрман-ха. «Правилăсем ансат, инструкци вара, каçарăр та, юнпа çырăннă», – терӗ Г.Мотыгуллин Африка мурӗн сиенӗн масштабне палăртса. Вирус Европăпа Азире сарăлнине пăхмасăр, ăна хирӗç вакцина та, сиплемелли мел те çук-ха хальлӗхе. Раççейре Африка мурӗ пуçласа 2008 çулта Оренбург облаçӗнче палăрнă пулнă. Вирус чирлӗ сысна тăнă витере темиçе уйăх, шăнтнă ашра вара 15 çул таранах упранать иккен. Акă мӗншӗн профилактика мерисем​ пушă сăмах мар.
Шел те, халăха иртнӗ опыт ниме те вӗрентмест. Сысна ӗрчетекен пысăк предприятисем профилактика мерисене çирӗп пăхăнма тăрăшаççӗ пулсан, килте сысна усракан хăш-пӗр çыншăн ик айкки те тăвайкки. Нюрккасене ӗлӗкхилле халӗ те урамсене кăларса яраççӗ-мӗн. Тӗрӗслевсем Алексеевски, Çӗнӗ Шуçăм, Аксу, Чистай, Нурлат районӗсенче сыснасем урамсенчех çӳренине кăтартнă. Выльăх чирленӗ пулсан, ăна вилес çӗртен пусса аша ăсатма хăтланаççӗ. Вилене çырма-çатрана е вăрмана кайса пăрахакансем те, çӗр айне чавса пытаракансем те пур. Çапла майпа чире вӗсем тата сараççӗ кăна. Куншăн вара, аса илтеретпӗр, уголовнăй явап!
​ Сыснана Африка мурӗ лекнине мӗнле пӗлмелле-ха? Вирус ерсен симптомсем​ 2-7 кунра палăраççӗ: ӳт температури 42 градус таранах хăпарать, вăл йывăррăн сывлать, ӳсӗрет, апат çимест, шывшăн аптрать, хăсать, хыçалти урисем çине тăраймасть. Пӗççисем, хырăм айӗнче, мăйӗ, хăлхи патӗнче, сăмсипе хӳри çинче хӗрлӗ – хӗрлӗрех кăвак тӗслӗ пăнчăсем тухаççӗ. Кун пек симптомсене асăрхасанах ветеринара пӗлтермеллех. Паллах, ашне (çав шутра килти ытти выльăхсемпе кайăк-кӗшӗкӗнне те), салине те сутмалла мар. 
Тӗрӗссипе, сыхланакана Турă сыхлать тенешкел, хуçалăхсен, ял çыннисен тимлӗ пулмалла, профилактика мерисем çинчен нихăçан та манмалла мар: сыснасене хупса кăна усрамалла, ун патне ытти выльăх, чӗрчун, вӗçен кайăк кӗмелле мар. Витесене час-часах дезинфекцилемелле, апата 30 минутран кая мар пӗçерсе кăна çитермелле. Сысна çурисене, выльăх апатне чир палăрман регионсенчен тата ветеринар справкисем пуррисене кăна туянмалла. Тепӗр хут аса илтеретпӗр, килте сысна тытакансен хальхи вăхăтра вăрмана кăмпа-çырлана тем пек каяс килсен те, кăшт тăхтамалла.
​ Ирина КУЗЬМИНА.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье