Сывӑ пурнӑҫ йӗркине шкулсенчен пропагандӑлама пуҫласшӑн
Çӗнӗ хыпарсем

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине шкулсенчен пропагандӑлама пуҫласшӑн

Тутарстанри медиксем коронавирус пандемиипе ӑнӑҫлӑ кӗрешни – этемӗн сывлӑхӗ чи хаклӑ ресурс пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ

Тутарстанра "Сывӑ пулар!" информаципе ҫутӗҫ проекчӗ тапраннӑ тесе пӗлтерет Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
"Пирӗн "Сывӑ пулар!" пуҫару никӗсӗнче Рустам Миннихановӑн президент программи. Вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине, чир-чӗр профилактикине, тӗрӗс апатланнине, гигиена нормисене пӑхӑннассине, ӗҫпе кану режимне пырса тивет», − илсе кӑтартнӑ пресс-службӑра республикӑри сывлӑх сыхлав министрӗн Марат Садыковӑн сӑмахӗсене.
Тутарстанӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп тӗллевӗ – республикӑра пурӑнакансене усӑллӑ хӑнӑхусем патне явӑҫтарасси тата хӑйсен сывлӑхне упрасси.
Министр сӑмахӗсемпе, Тутарстанри медиксем коронавирус пандемиипе ӑнӑҫлӑ кӗрешни – этемӗн сывлӑхӗ чи хаклӑ ресурс пулнине тепӗр хут кӑтартнӑ.
"Ҫывӑх вӑхӑтра эпир республикӑри хыпар хатӗрӗсенче тата социаллӑ сетьсенчи Тутарстанӑн официаллӑ аккаунчӗсенче информаципе ҫутӗҫ публикацисене вырнаҫтарма палӑртатпӑр. Аудиторипе ҫыхӑнмалли тепӗр канал – телевидени пулать. Унта тематикӑллӑ передачӑсемпе экспертсенчен илнӗ интервьюсем пулаҫҫӗ",– ӑнлантарнӑ министр.
Унсӑр пуҫне, Вӗрентӳ министерствипе пӗрле хутшӑнса Сывлӑх сыхлав министерстви шкулсенче ачасем валли тематикӑллӑ клас сехечӗсем ирттерме хатӗрленет.


Нет комментариев