Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлăха тӗреклетес программăра хутшăнасси тӳлевсӗр

«COVID-19-па чирлесе ирттернӗ хыççăн пациентсене пулăшмалли шкул» тӳлевсӗр программа Тутарстанра хăйӗн ӗçне малалла тăсать

2022 çулта Раççей Федерацийӗн сывлăх сыхлав системин тӗп тӗллевӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернӗ пациентсене реабилитацилесси. 
Пандеми вăхăтӗнче COVID-19-па Раççейре 17 000 000  çын чирленӗ. Реабилитаци шкулӗсенче кашни эрнере ушкăнсен занятийӗсем иртеççӗ. Вӗсем теори тата практика блокӗсенчен тăраççӗ. Кашни пациента килти условисенче сипленмелли трекерлă чек-лист парăнать.
Паянхи кун, чир чакса пынине пăхмасăрах, тӗрекленӳ шкулӗсем хăйсен ӗçне Апасра, Хусанта, Çырчаллинче илсе пыраççӗ. 2022 çулхи май-ноябрь уйăхӗсенче Тутарстан Республикинче  хăйсен сывлăхне тватçӗр ытла çын лайăхлатнă. 
Енчен те эсир хăвăр сывлăхăра çирӗплетесшӗн пулсан, реабилитацие +79920720205 номерпе шăнкăравласа, https://vk.com/redcrossr социаллă сетьре çырăнма пулать. Программăра хутшăнасси тӳлевсӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев