Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлăхне упракан тӗрӗслеврен пăрăнмасть

2026 ҫулта халăх сывлăхне диспансеризаци мелӗпе тӗрӗслесси малалла пырать

Кăçал диспансеризацие çак çулсенче çуралнă граждансем иртме пултараҫҫӗ: 2008, 2005, 2002, 1999, 1996, 1993, 1990, 1987 тата 40 ҫултан аслăраххисем. Камăн çуралнă çулӗ диспансеризаци иртес планра çук, вăл профилактика медтӗрӗслевне иртме пултарать. Çакна тума гражданинăн хăйӗн участок терапевчӗ патне çырăнмалла.

Диспансеризаци тухакансен ҫирӗплетнӗ вырӑнти поликлиникӑна ҫитмелле, ОМС полисӗ, СНИЛС тата РФ гражданинӗн паспортне илме манмалла мар.

Регистратурӑра, телефонпа колл-центра шăнкăравласан диспансеризаци иртес йӗркене тӗплӗн ăнлантарса парӗç.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье