Тутарстанра планлӑ медицина пулӑшӑвне чарса лартнӑ. Ҫакӑн сӑлтавне ТР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Марат Садыков журналистсене каланӑ
"Республикӑри эпидситуаци япӑхланнине пула осмотрсене вӑхӑтлӑха чарма шутланӑ. Планлӑ амбулатори пулӑшӑвӗ штатри режимра пулать", - ӑнлантарнӑ вӑл.
Министр ТР сывлӑх сыхлавӗнче коронавирус сарӑлнӑран кадрсен дефицичӗ йӗркеленни пирки хушса каланӑ.
"Кӑткӑс лару-тӑру. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн ӗҫлекенӗсенчен 23 % чирлет е карантинта тӑрать", - хушса хунӑ Марат Садыков.
Нет комментариев