Сывлӑх сыхлавӗн пӗрлехи колл-центрĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлӑх сыхлавӗн пӗрлехи колл-центрĕ

Сентябрӗн 4-мӗшӗнчен ТР сывлӑх сыхлав министрӗ хушнипе ГАУЗ «РМИАЦ» Тутарстан Республикин Сывлӑх сыхлавӗн Пӗрлехи колл-центрне уçнă. Сывлӑх сыхлавӗн хӗрӳ линийӗ Тутарстан Республикин пĕтĕм медицина организацийӗсене пӗр çĕре пӗрлештерӗ.

558-03-03 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пациентсем медицина пулӑшӑвне илессипе тата йӗркелессипе çыхӑннӑ ыйтусем çине  хурав тупма пултараççӗ. Вӗсен шутӗнче – поликлиника çумне çирӗплетесси, эмелсемпе тивӗçтересси, пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ, пулӑшу ӗçӗсен пахалӑхӗ тата ытти те.

Сывлӑх сыхлавӗн колл-центрӗн номерӗ – 558-03-03.

Ӗç режимӗ: талӑкӗпех, канмалли кунсемсӗр. Шӑнкӑравсем пурте тӳлевсӗр.


Здравоохранение

Нет комментариев