Т.А. Кудрявцев педагога асăнса  футбол турнирӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Т.А. Кудрявцев педагога асăнса футбол турнирӗ

Чăваш Çӗпрел шкулӗнче нумай çул тăрăшнă педагога Тимофей Арсентьевич Кудрявцева асăнса июлӗн 13-мӗшӗнче Çӗпрел район центрӗнчи Сабантуй тӳрӗмӗнче футбол турнирӗ иртет. Куçса çӳрекен кубокшăн кӗрешме хальлӗхе 6 команда заявка панă.

Турнир хӗрӳ те вăйлă иртессе шантарать. Ытти çулсенчи пекех спортсменсем кӳршӗллӗ регионсенчен те килессе кӗтеççӗ. Кунсăр пуçне куракансене те кичем пулмӗ, вӗсем валли те программа интереслӗ: конкурссем, фото тата видеосьемка, спонсорсем парне вылянтараççӗ, хирти кухня тутлă апат-çимӗçпе хăналать..

Футбол ăмăртăвӗ Çӗпрел район центрӗнче июлӗн 13-мӗшӗнче ирхине 08:30 минутра пуçланать.


Спорт

Нет комментариев