Тайгари ялта чăваш культурин музейĕ уçăлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Тайгари ялта чăваш культурин музейĕ уçăлнă

Иркутск облаçĕнчи Тайшет районĕнчи Джогино ялĕнчи музей хальлĕхе пысăках маррине, çавах хăтлă пулнине «Пуринчен малтан» телеграмм-канал пӗлтерет.

Музейре ĕлĕк чăвашсем усă курнă япаласене вырнаçтарнă, вĕсене ялта пурăнакансем парнеленĕ. Музей уçăлнă ятпа лармана пухăннă. Ачасем наци кухнипе, йăла-йĕркепе паллашнă, юрласа ташланă.

Сăмах май, Джогино ялне 1912 çулта Чăваш Енрен куçса кайнă чăвашсем йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра  унта 600-е яхăн çын пурăнать.

Сăнӳкерчӗк «Пуринчен малтан» телеграмм-каналтан.

 

 


чуваши России

Нет комментариев