ТАКА 21.III-20.IV
Тăван лекмен çынпа хутшăннă чух сыхă пулмалла. Вăл сирӗнпе хăйне кирлишӗн çыхăну тытни курăнать. Ытти енчен лару-тăру лăпкă, йӗркеллӗ. Туяннă япаласем савăнтарӗç, çула тухни ăнăçуллă иртӗ. Нумай пулмасть хытах чирлесе ӳкнисем сывалас енне каяççӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ку эрнере сире хăвăрăн туйăмăрсем, шухăшăрсем, пулни-иртнисем çеç хумхантараççӗ. Çемйӗрте чашăк-кашăк шакăртатать, мăшăрăрпа пӗр чӗлхе тупаймастăр. Ӗçӗрте лару-тăру лăпкă, нимӗншӗн кулянма тивмест. Апла пулин те ӗçтешӗрсемпе чунăра уçса калаçма ан васкăр. Çаплах çак кунсенче кивçен укçа пама ан васкăр – тавăрмаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Юлташăрсемпе тӗл пулни кăмăлăра çӗклет, юратнă çыннăрпа курнăçни телей кӳрет. Ӗçӗрте пуçлăхпа калаçни тăруках ывăнтарӗ сире. Хăвăра алăра тытăр, сăмахăрсене шутласа калăр, мӗншӗн тесен çак калаçу профессири пуласлăхăра витӗм кӳрӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Çак кунсенче çывăх çыннăрсенчен пӗри е чирлесе каять, е хуйха ӳкет. Тăванăра чунтан пулăшма тăрăшса карьерăра ӳсме паракан шанăçа ан вӗçертӗр. Таврари çынсем пулăшу сӗнсен йышăнмалла. Вӗсенчен хăшӗсем сирӗн пурнăçăра пысăк витӗм кӳрӗç.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере сирӗн сăмаха çилпе вӗçтермелле мар, каларăр-тăк, пурнăçламалла. Çын хӗтӗртнипе е такама тарăхса юри мӗн-тӗр туни сире сум кӳмӗ. Юнкун-кӗçнерникун енчӗкӗре укçа кӗрӗ – парăм тавăрӗç-и, тунă ӗçшӗн тӳлӗç-и. Харкам пурнăçра улшăнусем çук.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çак кунсенче кӗтмен çӗртен сиксе тухакан ăнсăртсем тупăнсах тăраççӗ. Хăрама кирлӗ мар, вӗсем пурте ырă, пурнăçăра лайăхлатӗç. Карьера пусмипе улăхас текенсен йывăр, кăткăс проектсене йышăнмаллах. Турă çырнă мăшăрне тупас текенӗн хăйӗн пӗлӗшӗсем çине тимлӗрех пăхмалла. Тен, вăл юнашарах çӳренӗ, эсир ăна асăрхаман.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Ӗçре хăвăра пуçаруллăрах, хастартарах кăтартмалла, çапла майпа çеç çитӗнӳ тăвайăр халь. Бизнесменсен хăюллăрах пулмалла, хăйсене ытларах шанмалла. Çемьеллисен кăмăлӗ пусăрăннă: хутшăнусен пуласлăхӗ çук пек туйăнать, туйăмсене хӗрӳлӗх кирлӗ пек. Пӗтӗмлетӳсем тума, хăвăр ларакан турата хуçма ан васкăр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Хăвăра таврари çынсемпе ан танлаштарăр – камăн мӗн лайăхрах, нумайрах – ан чакаланăр, ан шырăр. Эсир халь хăвăр та маттур: ӗçре пуçлăх мухтать, ӗçтешӗрсем ырлаççӗ, çемйӗрте ăнлану, юрату, тăванăрсем, çывăх çыннăрсем сюрпризсемпе савăнтараççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çак кунсенче никама та ан итлӗр. Хăвăр шутланă пек туни чи тӗрӗсси пулать. Хăвăра çирӗп тимлӗр: мӗн калаçатăр, мӗнле калатăр, ытларах чух шăп пулăр. Çемьеллисен мăшăрӗн кăмăлне сăнасах тăмалла: кашни вак-тӗвекшӗн кӳренме хатӗр юратнă çыннăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Таврари çынсен пурнăçӗпе пит интересленме пуçланă эсир, чикӗрен ан иртӗр теççӗ çăлтăрсем. Пӗтӗмӗшле илсен нимӗн çӗнни те çук. Тунсăхпа аптрасран хăвăр валли мӗнле те пулин ӗç тупăр.Килте те, ӗçре те дежавю манерлӗ туйăм тыткăнлать.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çак кунсенче сирӗнтен чылайăшӗ ӳркенет, наянланать. Çак меслетпе ӗçре те, шухăшсенче те татса паман ыйтусенчен пытанма хăтланатăр. Чăннипе вӗсенчен чылайăшне сирӗнсӗрех татса паракансем тупăнаççӗ. Анчах кивçенсемпе, кредитсемпе çыхăннисен халь çаврăнăçуллă, йăрă пулмалла. Шăп çак кунсенче пӗрер парăмран хăтăлма май пур.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ăнăçу килессе çеç кӗтсе ларни çак эрнере пысăк йăнăш. Алă усса ларнине парăннипе танлаштарма пулать хальхи лару-тăрăва, уйрăмах ӗçре. Хăвăра кирли çинчен пурне те пӗлтерӗр, хушма яваплăх илме ан шикленӗр. Çемьере йăлт аван, лăпкă. Ку кунсем çурт, хваттер е машина сутма-туянма меллӗ мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев