Таккавар ялӗнче Микула уявне паллӑ турӑмӑр
Ӗнер, майăн 22-мӗшӗнче, Пӑва районӗнчи Таккавар ялӗнче çуллахи Микула уявне ирттертӗмӗр. Илемлӗ чăваш тумӗ тăхăннă ял халăхӗ праçнике пухăнчӗ, юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ-кулӑпа ирттертӗмӗр уява.
Хӑнасем те пурччӗ. Ульяновскран килсе çитнӗ «Сарнай» ушкӑн (ертӳçи Виктор Коваленко) хӑйӗн пултарулӑхӗпе уява илемлетрӗ.
ТР Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗ уяв спонсорне, Ульяновскран ушкӑнпа килнӗ Валерий Андреевич Федорова, «Сӑрнай» юрӑçисене, Таккавар ялӗнчи «Пилеш» ушкӑна, Чӑваш Киштек ял хутлӑхӗн ертӳçине Иван Алексеевич Павлова, Таккавар ялӗн старостине Иван Степанович Никонорова, клуб заведующине Татьяна Германовна Даниловӑна, Алексей Петрович Чауков купӑсçа чӗререн тав тӑвать. Малашне те çапла пӗрле тӑван халӑхпа туслӑ пурӑнасчӗ.
Анна Никонорова,
Пăва районӗнчи ЧНКА председателӗн çумӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев