Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Такла-Макан» ралли çӗнтерӳçисене паян чаплăн кӗтсе илчӗç

Паян ирхине «Бегишево» аэропортра «Такла-Макан» Халăхсен хушшинчи ралли-марафон çӗнтерӳçисене – «КАМАЗ-мастер» командăна ертӳçӗсем, çывăх çыннисем тата журналистсем чаплăн кӗтсе илчӗç, çӗнтерӳпе саламларӗç.

Ăмăрту Китайра майăн 16-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 1-мӗшӗччен пычӗ. «КАМАЗ-мастер» команда Азири çак чи пысăк раллие хăйӗн историйӗнче пуçласа хутшăнчӗ. Ертӳçӗсем ку хутӗнче çамрăк пилотсем çине пусăм турӗç: Китайри ăмăртăва Богдан Каримовпа (штурманӗ Дмитрий Никитин, механикӗ Ильгиз Ахметзянов) Алмаз Ахмедов (штурманӗ Иван Мальков, механикӗ Антон Шибалов) çамрăк пилотсем кайрӗç. Ăнăçу пирӗн спортсменсен енче пулчӗ: Богдан Каримов экипажӗ 1-мӗш, Алмаз Ахмедов 2-мӗш вырăн йышăнчӗç.

Китайра иртнӗ раллин интереслӗ саманчӗсем пирки «Сувар» хаçат журналисчӗсене 502-мӗш экипажăн штурманӗ Дмитрий Никитин каласа пачӗ. Ун пирки хаçатăн ыранхи номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автоспорт