Талăкра Тутарстанра 139 çын коронавирусран сывалнă
Çӗнӗ хыпарсем

Талăкра Тутарстанра 139 çын коронавирусран сывалнă

Сывалакансем чирлисенчен самай нумайрах

Паянхи куна Тутарстанра 51 çынра коронавирус инфекцине тупнă. Пурте контактлисем. 18 çынна госпитализациленӗ, 33-шне килӗсене сипленме янă. Пуринчен те ытларах çын Хусанта чирлет, унта 26 çынра инфекцилле чире тупнă. Антирейтингра иккӗмӗш вырăнта Çырчалли. Нурлат райрнӗнче 3 çын чирленӗ, Арск, Атня, Ешӗлвар, Тукай, Чистай, Ютазы районӗсенче – пӗрер çын чирленӗ. 

Çапла июнӗн 4-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра COVID-19 чире 3402 çынра тупса палăртнă. 


Нет комментариев