ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗ Хусанта 37 тăлăх ачана хваттерпе тивӗçтерме палăртнă. Республикăри Çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен министерстви заказчик пулнине патшалăх туянăвӗсен порталӗнче пичетлесе кăларнă.
Кашни хваттер палăртнă нормативсене тивӗçтермелле:
- унăн калăпăшӗ 24-тăваткал метртан пуçласа 36 тăваткал метр таран;
- пурăнмалли çурт-йӗр çӗнӗ пулмалла – çуртсене 2024 çултан маларах хута янă пулмалла мар.
Унсăр пуçне пӳлӗмсем юридици енчен таса тата пурăнансенчен ирӗк пулмалла.
«Тăлăх ачасем валли пурăнмалли çурт-йӗр туянасси – социаллă политикăн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Аукцион этапӗсен пахалăхӗпе тасалăхне çирӗп сăнатпăр», – палăртнă ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗн председателӗ Марат Зиатдинов.
Пурăнмалли çурт-йӗрӗн гаранти срокӗ икӗ çултан кая мар, çуртсене патшалăха декабрӗн 20-мӗшӗччен кая мар памалла.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев