Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тан мар çапăçура тăшманăн сакăр бронетехникине пӗччен тӗп тума пултарнă «Алеша» танкăн командирӗ Расим Баксиков çурма чăваш

Расим Баксиков Алексеевски районӗнчи Пӳлер ялӗнче çитӗннӗ. Анчах та унăн йăх тымарӗсем Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче иккен. Иртнӗ эрнере, отпуска канма килнӗскер, Раççей Геройӗ Расим Баксиков Аксу районӗнче иртнӗ мероприятисене хутшăннă. Эрнекун, сентябрӗн 22-мӗшӗнче вара, Савгачево ялне те ятарласах килнӗ. Ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тӗл пулса калаçнă, масар çине çитсе тăванӗсен вилтăприйӗсем çине чечек хунă.

Ку çулла Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăрлăх кăтартнă Расим Баксиков çинчен илтмен çын çук пуль пирӗн вулакансен хушшинче. Июнӗн 6-мӗшӗнче «Алеша» танк экипажӗ Украинăн Хӗç-пăшаллă çарӗсен бронетехникин колоннипе тан мар çапăçăва кӗнӗ те тăшмана çӗнтернӗ. Раççей танкисчӗсен паттăрлăхӗ пирки ун чух пӗтӗм массăллă хыпар хатӗрӗсем çырчӗç, каларӗç, кăтартрӗç.

Аса илтеретпӗр: экипажа Тутарстан çынни Расим Баксиков ертсе панă. Çав паттăрла çапăçу умӗн кăшт маларах тăшман тупăсенчен питӗ вирлӗ пенӗ. Çавăн чух экипажăн механик-водителӗ аманнă. Вара танк командирӗ Расим Баксиков аслă лейтенант аманнă салтака  пӗрремӗш пулăшу панă та тухтăрсем патне çитернӗ. Хăй вара, Монолит позывнойлăскер, аманнă тусӗн вырăнне йышăннă. Тан мар çапăçура Раççейӗн «Алеша» танкӗн экипажӗ тăшманăн 8 бронетехникине хирӗç 40 минут хушши пӗчченех çапăçнă. Пирӗн харсăр та паттăр танкистсем çав çапăçура ВСУн икӗ танкне, 6 бронемашинине тӗп тунă, çапăçуран çӗнтерӳпе тухнă. Çавăн хыççăн ентешӗмӗре Раççей Геройӗ ятне панă.

Расим Баксиков Алексеевски районӗнчи Пӳлер ялӗнче çитӗннӗ. Анчах та унăн йăх тымарӗсем Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче иккен. Иртнӗ эрнере, отпуска канма килнӗскер, Раççей Геройӗ Расим Баксиков Аксу районӗнче иртнӗ мероприятисене хутшăннă. Эрнекун, сентябрӗн 22-мӗшӗнче вара, Савгачево ялне те ятарласах килнӗ. Ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тӗл пулса калаçнă, масар çине çитсе тăванӗсен вилтăприйӗсем çине чечек хунă.

Мӗн çыхăнтарать-ха паттăр танкиста Савгачево ялӗпе? Акă мӗн: Расимăн амăшӗ çак ял хӗрӗ. Çамрăк чухне вăл Казахстана кайнă пулнă, унта качча тухса çемье çавăрнă. Перестройка пуçлансан ачисемпе пӗрле тăван ялне таврăннă, упăшки килмен. Пӗр вăхăт хушши Баксиковсем Савгачевăра кукамăшӗ патӗнче пурăннă, каярах Пӳлере куçнă.

Эппин çӗршывӗпе чапа тухнă ентешӗмӗр çурма чăваш пулса тухать- мар-и-ха? Чăнах та çапла. Мăнаçланатпăр паттăрпа!

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев