Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăрăхăрьял çыравçин çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ

Кӗнеке хăтлавӗ хăçан пуласси пирки поэт татса калама пултараймарӗ

Июнӗн пуçламăшӗнче хăйӗн черетлӗ çавра çулне паллă тунă Анатолий Меркурьевич Малышева тепӗр хут саламлама юрать – çак кунсенче Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» издательствора поэтăн çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ.

260 страницăллă кӗнеке «Пуç сырман шухăшсем» ятлă. Унта тӗрлӗ вăхăтра çырнă сăвăсемпе поэмăсем, калавсем, публицистика, халиччен ниçта та пичетеленмен юмахсем кӗнӗ.

Çак кӗнеке Анатолий Малышев пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн кăтартать, вăл  вулакан умне ăста сăвăçă пек кăна мар, çыравçă пек те, тӗпчевçӗ пек те тухса тăрать. Унăн малтан пичетленнӗ кӗнекисенче те тӗп вырăнта Тăхăрьял тавралăхӗ пулнă, авторăн хайлавӗсем хальхинче те нумайăшӗ тăван çӗршывпа çыхăннă.  

Кӗнеке хăтлавӗ хăçан пуласси пирки поэт татса калама пултараймарӗ. «Самана тикӗсленсен», – пулчӗ кӗске хурав.

Анатолий Малышевăн унччен виçӗ кӗнеки пичетеленсе тухнă: «Тăхăрьялăм – анне» 2003ç., Пӳркел, Бюрганы, Боерган 2010ç. «Вăрçă çăпанӗсем» 2013.   
Кӗнекене кăларма пулăшнăшăн автор тăванӗсене тав тăвать.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев