Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тархасшӑн, ҫул ҫинче ан васкӑр!

Ҫулла, отпусксен вӑхӑчӗ, ҫул ҫинче канӑва васкакан ҫынсем машинӑсене унта-кунта хӑвалаҫҫӗ. Ҫанталӑк та хӑш чух алхасать.

Июлӗн 14-мӗшӗнче Пушкӑртстӑнра аварине ҫакланнӑ автобус водительне суд икӗ уйӑхлӑха арестленӗ. Вӑл Миндегулово ялӗ ҫывӑхӗнчи турбазӑран ҫынсене Ҫырчаллинче илсе килнӗ пулнӑ.

Следстви 32 ҫулти Тутарстан арҫыннине РФ Уголовнӑй Кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе (ҫулпа ҫӳрес тата трансопрт хатӗрне эксплуатацилес йӗркесене пӑснине кура ӑнсӑртран икӗ е ытларах ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни) айӑплать. Вӑл ӗҫлекен автобус фирмин докуменчӗсӗне те ухтараҫҫӗ пакунлисем. 

Автобус июлӗн 14-мӗшӗнче каҫхине Ӗпхӳ-Белорецк трассӑпа пынӑ. Вӑйлӑ ҫумӑра пула водитель управление ҫухатса ҫултан пӑрӑннӑ. Автобус кювета ӳкет те ҫӑврӑнса ҫапӑнать. Ҫакна пула ултӑ ҫын вилет, 30-шӗ тӗрлӗ травма илет. Пуҫхӗрлӗ выртакан автобусран хӑтаруҫӑсем ҫынсене питӗ йывӑрпа кӑларнӑ.

Инкек сӑлтавӗсене тӗплӗн тӗпчесе пӗлес тесе следстви малалла пырать.

Пушкӑртстан МЧС-ӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автобус дтп