Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАВ ТУРРА, ХАЛЬ МӖН КИРЛИ ЙĂЛТ ПУР

Пире кулак ачисем тесе нимле пулăшу та памастчӗç…

 

Библиотекăра «Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар» проект шайӗнче хамăр ялта пурăнакан, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче ача пулнă хӗрарăмсемпе калаçса вӗсем çинчен информаци пуçтаратпăр. Хальхинче Хупкӗперте пурăнакан Александра Ивановна Ярандаевăпа курса калаçрăмăр. 

 

– Анне, Лукерья Михайловна Волкова, каласа панă тăрăх, атте, Иван Егорович Волков, вăрçа кайнă чух эпӗ 2 уйăхра çеç пулнă. Аттене нихăçан та курман, вăл вăрçăра пуç хунă. 

Ачалăхăм питӗ йывăр килчӗ. Пӗчӗк кăна пӳртре аннепе тата асаннепе пурăнаттăмăр. Анне колхозра ӗçлетчӗ. Мана, пӗчӗкскере, пӗрле илсе çӳретчӗ, мӗншӗн тесен никампа хăварма пулман. Асанне суккăрччӗ. Вăл чирленӗ хыççăн курми пулнă. Каярах пирӗн пата Настя аппапа хӗрӗ пурăнма куçрӗç. Аттепе аннен çуртне кулаксем тесе туртса илнӗччӗ, вӗсен çавăнпа пурăнмалли вырăнӗ çукчӗ. Çимелли те çукчӗ. Çуркунне пахчара çӗрнӗ çӗрулми юлашкине пуçтараттăмăр, унран пашалу пӗçереттӗмӗр. Питӗ тутлă пек туйăнатчӗ. Мăян та çинӗ, çӗрулми авринчен яшка пӗçереттӗмӗр, анчах та çиме питӗ йӳçӗччӗ. Аннене колхозра ӗçленӗшӗн ӗç кунӗ лартса пыратчӗç, укçа паман, çавăнпа пирӗн тăхăнмалли тумтир те çукчӗ. 

Кăшт ӳссен анне мана    хăйпе пӗрле ӗçе илсе çӳреме   пуçларӗ – тулă, пăрçа уйӗсене çумлаттăмăр. Кӗркунне çурлапа выраттăмăр, кӗлте çыхаттăмăр. 

Шкула кайма та вăхăт çитрӗ. Анчах вӗренме кайма тум çук. Анне Хусана кайса килчӗ. Вăл унта çӳп-çап купи çинчен таса мар çипсем тупнă та киле илсе килчӗ. Фабрикăран кирлӗ маррипе кăларса пăрахнă пулнă тет. Мазутпа вараланнăскере темиçе хутчен çуса типӗтрӗ те пир тӗртрӗ, вара ман валли кӗпе çӗлесе пачӗ. Манăн сумка та çукчӗ, тетрадьсемпе кӗнекесене тутăрпа çыхса йăтса çӳреттӗм. Каярах вара анне шурă сумка  çӗлесе пачӗ, питӗ-питӗ савăннăччӗ уншăн. 

Ытти ачасене шкултан пулăшатчӗç – тумтир, атă-пушмак паратчӗç. Пире Машăпа иксӗмӗре вара нимӗн те памастчӗç, эсир кулак ачисем тетчӗç. Яланах уйăрса хăваратчӗç пире. 

Çапла эпӗ ялти шкулта 4 класс пӗтертӗм. 5-мӗшне Аслă Ăнă шкулне вӗренме кайрăм. 6-мӗш класа вӗренсе пӗтереймерӗм – анне чирлерӗ те эпӗ ăна пăхрăм. Каярах каçхи шкулта вӗренсе 8 класс пӗтертӗм. 14 çул тултарсан вара ӗçлеме тытăнтăм. Фермăра малтан сурăхсем пăхрăм, унтан – чăхсем. Каярах дояркăра тăрăшрăм. Мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех колхозра ӗçлерӗм. 

Паянхи кун пирӗн мӗн кирли пӗтӗмпех пур – апат-çимӗç те, тумтир те, кил-çурт та. Пуриншӗн те Турра тав! – тесе вӗçлерӗ сăмахне Александра Ивановна. 

 

Мария КАНАШЕВА, 

Хупкӗпер ялӗн библиотекарӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюшские чуваши