Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхе ентешсене пуçтарчӗ

Елабуга чăвашӗсем апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗрле пухăнса уяв йӗркелерӗç

Елабуга чăвашӗсем апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗрле пухăнса уяв йӗркелерӗç

«Нарспи» Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем Чăваш чӗлхи кунне анлăн паллă турӗç. Хулари Тӗп библиотекăн Пушкин залӗнче апат-çимӗçпе тулăх сӗтел хушшинче чей ӗçсе ларнă май чăвашла сăвă-юрă янăрарӗ. «Нарспие» пуçарса йӗркелесе яраканӗ Николай Липатов тӗлӗнмелле пултаруллă купăсçă, мӗнле кӗвве те чуна тыткăнламалла калать. 

Уявра янăранă Аркадий Лукинăн, Петӗр Хусанкайăн, Раиса Сарпин сăввисенче чăвашсем хăйсен тăван чӗлхине чунтан юратни, çӗршыва сума суни уççăн палăрчӗ. Асăннă поэтсен сăввисене Николай Орлов, Галина Липатова, Людмила Атнюкова, Нина Фомина тата Алена Чернова вуларӗç. Вӗсене пуçтарăннă хăнасем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчӗç. 

Елабугăри культурăпа искусствăсен колледжӗнче вӗренекен, «Нарспи» ЧНКЦ çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Максим Новиков, пӗр кун маларах Хусанта иртнӗ Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен лидерӗсен форумне хутшăннăскер, пуçтарăннисене хăйӗн репертуарӗнчи юрăсемпе савăнтарчӗ. Маттур чăваш каччи аслăрах çулти йăхташăмăрсен кăмăлне те çӗклерӗ — халăх юррисем те шăрантарчӗ. 

Чăваш халăхӗн культурăпа историн пуян еткерне хисепе хурса хулари тӗп библиотекăн ӗçченӗсем Чăваш чӗлхи кунӗ тӗлне фондра упранакан кӗнекесенчен интереслӗ курав йӗркеленӗ. «Нарспи» ЧНКЦ хастарӗсем библиотека йӗркеленӗ «Ял шкулӗсене — ырă кӗнекесем» ыркăмăллăх акцине хутшăнса 30 кӗнеке парнелерӗç, ырă ӗçе хăйсен тӳпине кӗртрӗç. 

Чăваш чӗлхи кунне халалланă тӗлпулура йăхташăмăрсем хамăрăн тӗлӗнмелле пуян, илемлӗ чӗлхене упрас, малалла та ăнăçлă аталантарас тесен мӗн тумаллине сӳтсе яврӗç, чăваш литературине халалланă мероприятисем тăтăшрах ирттермелли пирки калаçса татăлчӗç. 
Паллах ӗнтӗ, пухăннисем ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр ентешсем пирки те аса илмесӗр пултараймарӗç. Николай Липатов Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă чăвашла юрă юрласа пачӗ.

Уяв каçӗ мероприятисене хастар хутшăнакансене Тав хучӗ панипе вӗçленчӗ. 

Алена ЧЕРНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество