Тăван çӗршыв йывăрлăхра чухне эпир пӗрле!
Лениногорск районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗнче Çӗнӗ Шешкелӗнче пурăнакансем салтаксене пур енлӗн пулăшаççӗ. СВО пуçлансанах Çӗнӗ Шешкел çыннисем пултарнă таран салтаксене пулăшу пама пуçларӗç – ытти çӗрти тăванӗсем е ачисем урлă. Каярахпа ялти клубра пуçтарăнса вăрах вăхăт хушши çунакан шăрпăксем те туса куртăмăр. 2023 çулхи çуркунне вара Каркали ялӗнче пурăнакан Эльмира Уламасова (пирӗн ялăн кинӗ) хулапа район шайӗнче йӗркелесе янă «С любовью и молитвами» ятлă волонтерсен пӗрлешӗвӗ çумне хутшăнтăмăр.
Тӗрлӗ енлӗ пулăшу пама тăрăшрăмăр: нумай мăшăр çăм нуски çыхса, çимелли, тăхăнмалли, гигиена хатӗрӗсем, вырăн çине сармалли-витмелли хатӗрсем тата ыттине те ăсатрăмăр. Салтаксем валли пыл та, тăварланă сало та, килти пахча çимӗçрен хатӗрленӗ апат та нумай парса ятăмăр.
Пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе салтаксем валли тутлă курăк чейӗ тума хăнăхса çитрӗмӗр. Шкулта, ача садӗнче ӗçлекенсем ачасемпе салтаксем валли çырусемпе ӳкерчӗксем хатӗрлерӗç, ку ӗçе Культура çурчӗпе библиотекăра ӗçлекенсем те хутшăнчӗç. Манăн вырăсла çырнă 6 сăвă фронта кайрӗ гуманитарлă пулăшупа пӗрле. Ялти волонтерсен ушкăнне ертсе пынăран пуль тетӗп – «СВОна пулăшнăшăн» медаль илме те тивӗçлӗ пултăм.
Ял çыннисем питӗ маттур – вӗсем çак ырă ӗçе хастар хутшăнаççӗ. Ялтан Лениногорска автобус çӳремест, хатӗрленӗ пулăшăва район центрне вăхăтра илсе çитерме пулăшакансем – Виталий Львов, Владимир Ефаров, Николай Саушкин, ача сачӗн заведующийӗ Ольга Алексеева.
Эльмира «Стольник для бойца» ятлă акцие хута ячӗ: кашни эрнекун кăтартнă шут çине кам мӗн чухлӗ пултарнă таран укçа куçаратпăр. Унпа йăлтах госпитальсенчен ыйтса янă медикаментсене туянса почта урлă посылкăсемпе Белгорода ярса параççӗ те кирлӗ çӗре салатаççӗ. Пулăшăва Элмет çыннисем те манăн Любовь Афанасьева тус урлă хутшăнаççӗ. Тав вӗсене!
Статьяра ялти кашни тăрăшуллă çыннах кăтартса хăвараймăп ӗнтӗ, анчах ваттисене манмалла мар. Чи аслисен хушшинче – Юлия Ефарова, 91 çулта. Вăйӗ çитнӗ таран укçа е япала парса ялан пулăшма тăрăшать. Василий Семенов, Раиса Вазюкова, Клавдия Матвеева тата Мария Саушкина ветеран-педагогсем, Петр Пимуков та нумай пулăшаççӗ.
Çулпа аслăрах, 76 – 85 çулсенчи, çăм нуски çыхса паракансене – Роза Матвеевăна, Юлия Яковлевăна, Санихер Ванюковăна, Анисия Львовăна, Елена Саушкинăна – уйрăмах тав тăвас килет. Вӗсем пиртен, кӗçӗнреххисенчен, кая мар ӗçлерӗç.
2022 çулти кӗркуннерен тытăнса кăçалхи çуркуннечченех ăшă нуски çыхрăмăр, хăшӗсем мунчала та, калпаксем те çыхрӗç. Эльмира пире çипне парса тăчӗ. Çыхакансен шучӗ тӗрлӗ вăхăтра тӗрлӗ пулчӗ, анчах çак ӗçе хутшăннисем пурте хисепе тивӗçлӗ: Альбина Мрясова, Гулия Пантелеева, Любовь Исламгирова, Ирина Исаева, Надежда Ларионова, Наталья Мадиянова, Людмила Саврандеева, Валентина Мадиянова, Татьяна Пимукова, Елена Исаева, Роза Саушкина, Татьяна Мадиянова, Татьяна Яковлева, Галина Ванюкова, Наталья Яковлева, Светлана Вазюкова, Валентина Вазюкова, Мария Львова, Зоя Самарина, Елена Ефарова, Татьяна Ванюкова, çак шутра эпӗ те. Хусанта пурăнакан Надежда Исаева темиçе мăшăр нуски çыхса илсе килчӗ, Лениногорск хулинчи Ольга Орлова темиçе мăшăрлăх çип илсе пачӗ.
Ача сачӗн коллективне те ырă сăмах калас килет: пӗтӗм пулăшу акцине хутшăнаççӗ, салтак чейне хатӗрлеме унта пуçтарăнатпăр. Чей хатӗрлессине Татьяна Мадиянова ертсе пырать, пулăшакансем, курăк паракансем – шкулта, «Август» предприятире тата ытти çӗрте ӗçлекенсем, ялти пенсионерсем. Кӗçех каллех тутлă чей хатӗрлеме пухăнатпăр, çак уйăх вӗçӗнче Лениногорск хулинчен пысăк тиевлӗ машинăсемпе салтаксем патне пулăшу каймалла. Çулӗ ăнăçлă пултăр!
Ялти кашни пулăшаканах кунта кăтартаймарăм, хăшӗсем мухтаннă пек пулать тесе хăйсем çинчен пӗлтересшӗн те мар. Тӗллевӗм çакă пулчӗ: Лениногорск районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗн, Самара облаçӗн чиккинче ларакан Çӗнӗ Шешкелӗн халăхӗ те Тăван çӗршыв йывăрлăхра чухне унпа пӗрле!
Антонида САУШКИНА.
Лениногорск районӗ,
Çӗнӗ Шешкел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев