Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван ялĕнче поэта чысларĕç

Чăваш халăх поэчӗ Геннадий Айхи çуралнăранпа 90 çул çитрӗ

Августăн 21-мӗшӗнче Чăваш халăх поэчӗ Геннадий Айхи çуралнăранпа 90 çул çитрӗ. Çак кун унăн тăван ялӗнче — Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Çӗньялта — унăн «Айги: Тот самый, поэт...» кӗнеке-альбомӗн хăтлавӗ иртрӗ. Çӗнӗ кăларăм Чăваш кӗнеке-издательствинче кун çути курнă. 

Юбилей мероприятине Шупашкартан творчествăлла делегаци, Мускавран Геннадий Николаевичăн ывăлӗпе хӗрӗ Константинпа Вероника килсе çитнӗ. 
Округ администрацийӗ хăнасене чаплăн кӗтсе илсен Г. Н. Айхи ячӗллӗ шкулта хăтлав пуçланчӗ. Кӗнеке-альбом авторӗ, поэтăн çывăх тусӗ Атнер Хусанкай Геннадий Айхин чăваш, Раççей, тӗнче литературине хывнă тӳпи пирки каларӗ. Кăларăм редакторӗ Владимир Степанов ку кӗнеке Айхин ырăлăхпа тата юратупа тулнă çуртӗнче — çак шкулта — чыслăн упранасса шаннине пӗлтерчӗ. 

Хăтлавра сăмах каланă кашни çын Геннадий Николаевича ăшшăн аса илчӗ, вăл тăван ялне килнӗ вăхăтсенче пулса иртнӗ интереслӗ самантсемпе паллаштарчӗ. 
Тӗрӗссипе каласан, кӗнеке хăтлавӗ кунӗпех пычӗ çав кун, тӗрлӗ çӗрте пулса курчӗ çӗнӗ кăларăм. Юлашкинчен поэт ячӗллӗ шкулăн музейӗнче хисеплӗ вырăн тупрӗ. 

Юбилейлă мероприятие хутшăнакансем халăх поэчӗн вилтăпри çине çитсе пуç тайрӗç, унăн сăввисене вуларӗç. Юлашкинчен Айхи пултарулăхне хаклакансем çулсерен августăн 21-мӗшӗнче йӗркелекен йăлана кӗнӗ «А» сасă кунӗ» флешмоб ирттерчӗç.

Владимир СТЕПАНОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели