Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавах сире, ветерансем!

Çулран çул Аслă Çӗнтерӳшӗн пурнăçне пама хатӗр пулса çапăçнисем, тылра ырми-канми вăй хунисем пирӗнтен уйрăлсах пыраççӗ. 2019 çултанпа Тутарстан Республикинче вӗсен шучӗ виçӗ хут чакнă, 38 380 çынран 11 058 çын юлнă.

Çак куна яланах хумханса, ветерансене чӗререн ырă тăвас тесе хатӗрленсе ирттеретпӗр. Уява йӗркеленӗ çӗре пур ведомство та хутшăнать. Яланах çапла пулнă, кăçал та ку йӗрке улшăнман. ТР ӗçпе ӗçлӗх, социаллă хӳтлӗх министрӗ Э. А. Зарипова, ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ю. И. Адгамова, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ А. А. Сабирова тата ТР Ветерансен обществин ертӳçи, генерал-майор А. И. Бородин тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пулчӗç.

Ведомствăна пăхăнакан йӗркеленӳсен кулленхи ӗçӗ çинчен Эльмира Амировна каласа пачӗ. Ветерансене эмелсемпе тивӗçтересси, кирлӗ сиплев парасси, санаторипе курортра кану йӗркелесси. Пӗччен юлнă ветерансене пулăшасси (республикăри интернатсенче паян 38 ветеран пурăнать, тӗпрен илсен вӗсем тыл ӗçченӗсем), вырăнпа выртакансене (министр сăмахӗпе паянхи куна 29 ветерана çын пулăшăвӗ кирлӗ) пăхса тăракан çынпа тивӗçтересси тата ветарансене тимлессипе çыхăннă нумай-нумай ӗç тăвать ведомство. Пурăннăшăн, кил-çуртшăн тӳлессине нормативран 50 процента хăварнă. Тутарстан Республикин Раисӗнчен кашни ветеран Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне саламлă открытка илет. РФ Президенчӗ 90 çул тултаракан ветерансене открытка çырса саламлать. Кăçал 454 открытка килнӗ республикăна.

ТР Культура министерстви хатӗрленӗ уяв программи яланхи пекех анлă, тӗрлӗ-тӗрлӗ. Юлия Ильдаровна сăмахӗсене пӗтӗмлетсе кăçал уйрăмах музейсем хастар ӗçлени сисӗнет. Хусан Кремлӗнчи «Хазине» галерейинче концерт программи палăртнă. Г. Тукай ячӗллӗ музейре пӗр экспонат куравӗ уçăлать. Г. Тукайăн кӗнекине Берлина çитичченех хăйпе илсе çӳренӗ иккен салтак, халь вăл поэтăн музейӗнче. Курав июнӗн 30-мӗшчен пырать. Пинçуллăх тӳремӗнче ТР халăх артистки М. Таминдарова ертсе пыракан хор вăрçă çулӗсенчи юрăсене юрлать. Ытларикун ТР Патшалăх наци музейӗнче Çӗнтерӳ ялавне кăларса кăтартнă. 

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви те тахçантанпах Аслă Çӗнтерӗве халалланă мероприятисем ирттерет. Чи малтанах волонтерсене палăртмалла. Вӗсем ветерансем патне çӳресе кил-çуртне тасатса тирпей-илем кӗртессипе тăрăшнă. Ветеран чӳречи умӗнче концерт кăтартасси йăлана кӗнӗ — килӗнчен пит инçе çӳрейменнисем питӗ кăмăллă çакăншăн. 

Министерствăн «Астăвăм вахти» проект çӗршывӗпех ӗçлет. Шырав отрячӗсем нумай çӗре экспедицие çӳренӗ. 

Александр Ильич ветерансен обществи çинчен каласа пачӗ. Аслă Çӗнтерӗве халалласа Хусанти Вăрçă ветеранӗсен госпиталӗнче концерт лартассине пӗлтерчӗ. Тыл ӗçченӗсене парнесем парса саламлассине каларӗ. 

Майăн 8-мӗшӗнче М. Джалиль ячӗллӗ Тутар академи опера тата балет театрӗнче ТР Раисӗ Р. Н. Минниханов ветерансене чысланă. 

Паян, майăн 9-мӗшӗнче Пинçуллăх тӳремӗнче Парад иртет, хыççăнах «Юрлакан Хусан» проект тытăнать. Кăçалхи Çӗнтерӳ уявӗн уйрăмлăхӗ — эпир нумай çул хăнăхнă пек каçхине 10 сехетре салют пулмасть. Çакă хăрушсăрлăхпа çыхăннă. «Вилӗмсӗр полк» онлайн мелӗпе иртет. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы