Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пырать. Хула ҫыннисем, тен, кун пек хӑнасене хапӑл мар. Анчах Красноярск крайӗнчи Казанка ялӗнче пурӑнакансем вӗсене кӗтсе илме хавас, тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ https://chuvash.org
Ялта 249 ҫын пурӑнать, вӗсен 98 проценчӗ – чӑвашсем.
Ял-хуларан аякра вырнаҫнӑ Казанкӑра халӑх шучӗ чакнӑ тетӗр-и? Ҫук. 2010 ҫулта унта 240 ҫын пурӑннӑ. Кӑҫал 9 ҫын ытларах. Унта ҫынсем ял хуҫалӑхӗ тытаҫҫӗ, ачасем ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Халӑха ялта юлма мӗн хистет-ха? Унта ҫитме ансат мар: Галанино сали таран машинӑпа темиҫе сехет каймалла, унтан паромпа Енисей урлӑ каҫмалла та 50 ҫухрӑм парӑнтармалла. Тавралла – тайга. Красноярскран ҫитме 5 сехет кирлӗ.
Ҫырав ирттерекенсене унти чӑвашсем наци тумне тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта тӗнче тетелӗ ҫукпа пӗрех. Ҫапах стационар телефонсем, спутник антеннӑсем пур. Ҫынсем унта ҫыхӑнусӑр пурӑнаҫҫӗ темелле, кунӗ-ҫӗрӗн телефонра чакаланмаҫҫӗ. Автобус вара тӑтӑшах ҫӳрет.
Казанка ҫыннисем культура ҫуртӗнче пӗчӗк музей йӗркеленӗ, унта йӑх несӗлтен юлнӑ япаласене пухнӑ. Ҫынсем чӑвашлах калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ, юрра-ташша манмаҫҫӗ. Шкулта ҫулталӑкне пӗрре чӑваш эрнине ирттереҫҫӗ. Ялта клубсӑр пуҫне 9 класлӑ шкул, ФАП пур. Кӳршӗри Александровкӑра – ҫул-йӗр служби тата ял канашӗ. Ҫавӑнта ҫеҫ ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пур. Ҫавӑнпа ҫынсем кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ, ытларах килте туса илнӗ аш-какайпа, сӗт юр-варӗпе пурӑнаҫҫӗ.
Пирӗнтен инҫетри Красноярск крайӗнче, тайгара, чӑвашсем чӑвашла калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Пирӗншӗн вӗсем тӗслӗх пекех…
Нет комментариев