Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пурăнакансем çăлкуç таврашне çӗнетнӗ
Çармăсра çуралса ӳснӗ, халӗ Теччӗре пурăнакан Юрий Нагуськин нумай шутласа тăман – сăрă туяннă, вывескăна çӗнетнӗ, йывăç картана тимӗррипе улăштарнă. Ялти хастар арçынсем çӗнӗ карта тытас, сăрлас ӗçре пулăшнă.
Кашни ялтах çăлкуç пур. Унăн шăнкăртатса юхса выртакан тап-таса шывӗ мӗн чухлӗ савăнăç, илем парнелет пире! Паянхи пурнăçра кашнин килнех шыв кӗнӗ-ха, çапах та ялти çăлкуçăн пурпӗр пӗлтерӗшӗ чакмасть – вăл çынсене ӗçтерет-çитерет, хӗллехи шатлама сивӗре те шăнмасть.
Çăлкуç – ялăн сăнӗ, çавăнпа та ăна тасалăхпа тирпейлӗхре тытасси ял çыннисен тивӗçӗ.
Асаилӳ çăлӗ Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнчен инçе мар, Туйăн çырми хӗрринче вырнаçнă. Кунта пурăнакансем çак çăл шывне сиплӗ тесе шутлаççӗ. Унăн вăйне шанса ку тăрăхри çынсем кăна мар, таçтан аякран шыв илме çӳреççӗ кунта.
Унпа çыхăннă халап та пур. Ӗлӗк-авал пӗр çын сывалма май çук чирпе чирленӗ тет. Пӗрре ăна тӗлӗкре такам çапла каланă имӗш: «Çав-çав тарăн вара кай та ӗне ури пуснă вырăнта куракан шыва ӗç». Хайхискер çапла тунă та чăнах та чиртен сывалнă-мӗн. Çав вырăнта çăлкуç тапма пуçланă тет. Ваттисем каланă тăрăх, çак çăлкуç шывне ӗçсе çылăха каçарттарма тата чиртен сывалма пулать.
2000 çулта Асаилӳ çăлӗ патӗнче ял йӗркеленсе кайнăранпа 750 çул çитнине халалланă пысăк уяв иртнӗ. Уява хатӗрленнӗ май ял-йыш çăлкуçа та тирпейпе хăтлăх кӗртнӗ. Кӗске вăхăт хушшинчех кунта пӗчӗк пӳрт туса лартнă, çăл тавра пура пураласа тăрă витнӗ. Юнашар ӳсекен икӗ çирӗк япăх çанталăкран çăла упраççӗ-сыхлаççӗ тейӗн. Çăлкуçа хăтлăх кӳни пӗтӗм уçланка илемлетсе янă.
Унтанпа нумай çул иртрӗ. Çавăнпа та çăлкуç таврашне çӗнетме вăхăт çитрӗ. Çармăсра çуралса ӳснӗ, халӗ Теччӗре пурăнакан Юрий Нагуськин нумай шутласа тăман – сăрă туяннă, вывескăна çӗнетнӗ, йывăç картана тимӗррипе улăштарнă. Ялти хастар арçынсем çӗнӗ карта тытас, сăрлас ӗçре пулăшнă.
Çăл шывне ял çыннисем питӗ хака хураççӗ. Вăл пăсăлмасть, нумайччен упранать. Лабораторире тӗпчени унра кӗмӗл ионӗсем пуррине те çирӗплетнӗ. Çăлкуçа пулăшни вăл хăвăн сывлăхна, тăван çӗре пулăшниех. Çăлкуç патне хывнă сукмака нихăçан та курăк пусса ан кайтăрччӗ, çăл шывӗ вара ялан туллин тапса тăтăр, пирӗн чун-чӗрене сиплӗх кӳтӗр.
Лидия КАРАЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев