«Теччӗ шевлисем» фестиваль пултаруллисене пуçтарчӗ
Нумаях пульмасть Аслă Ăнăра чăваш юррипе ташшин «Теччӗ шевлисем» фестивалӗ иртрӗ. Мероприятие Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ пуçарнипе йӗркеленӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ – йăла-йӗркене асра тытасси, халăх культури патне çамрăксене явăçтарасси тата çӗнӗ талантсем тупса палăртасси. Мероприятие кăçал районти сакăр ялтан пурӗ 60-а яхăн çын хутшăнчӗ.
Фестиваль Аслă Ăнă Культура çурчӗ умӗнче пурте пӗрле вăйă картине тăрса юрланинчен пуçланчӗ. Хăнасемпе уява хутшăнакансем вăйăсем вылярӗç, пурте пӗлекен халăх юррисене юрларӗç, ташларӗç.
Малалла фестивалӗн конкурс программи пуçланчӗ. Чи малтан пухăннисене ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев саламларӗ.
– Хăйӗн йăли-йӗркисене тытса пыракан халăх вăл – ăнăçуллă халăх. Чăвашсем мăн асатте-асаннесемпе мăн кукаçи-кукамайсен, атте-аннесен йăлисене ăруран ăрăва парса пыраççӗ. Çакăн пек фестивальсем ирттересси яланах йăлара пултăрччӗ, – терӗ Константин Анатольевич.
Унтан вăл Теччӗ районӗнчи Культура çурчӗсемпе клубсен директорӗсемпе заведующийӗсене – Елена Савелькинăна (Аслă Ăнă), Галина Курмышкинăна (Хупкӗпер), Алина Полковниковăна (Кăнна Кушки), Сергей Ефимова (Починок-Ново-Льяшево) тата Луиза Семеновăна (Чăваш Чакăлтăм) – чăваш культурине аталантарас ӗçре ырми-канми тăрăшнăшăн ТР ЧНКА Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Фестивале районти «Шуçăм» (Теччӗ, ертӳçи А.Старостина), «Тăван ен» (Кăнна Кушки, ертӳçи А.Полковникова), «Туслăх» (Аслă Ăнă, ертӳçи Е.Савелькина), «Пилеш» (Чăваш Чакăлтăм, ертӳçи Л.Семенова), «Чечек» (Хупкӗпер, ертӳçи Г.Курмышкина), «Çеçпӗл» (Пухтел, ертӳçи М.Волкова) ансамбльсем, «Карусель» вокалпа ташă ушкăнӗ (Аслă Ăнă, ертӳçи Е.Савелькина), «Звездочки» вокал ушкăнӗ (Тури Турхан, ертӳçи А.Сергеева), «Молодость» ташă ушкăнӗ (Шанчă, ертӳçи Н.Карабанова), уйрăм юрлакансем – Никита Шумилкин, Сергей Ефимов, Анастасия Сергеева, Арина Торгашова, Наталья Доброва тата дуэтсем – Алена Старостинăпа Володар Тимофеев, Раиса Шумиловăпа Татьяна Сасаева, Анастасия Сергеевăпа Валентина Красникова хутшăнчӗç.
Жюри çӗнтерӳçӗсене палăртнă хыççăн пурне те Дипломсемпе парнелӗх сертификатсем парса чысларӗ.
Сăнӳкерчӗксем tatcultresurs.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев