Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗпе Çӗнӗ Шуçăмра тухăç пысăк

Вырма малалла тăсăлать. Кӗрхи тырăсене пухма республикăн 38 районӗ тухнă. Июлӗн 24-мӗшӗ тӗлне 198,6 пин гектарти тырра пухса илмӗ ӗлкӗрнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 33,5 центнер.

Теччӗпе Çӗнӗ Шуçăм районӗнче тухăç чăнах та савăнтарать. Пӗр гектартан кунта 51-шер центнер илеççӗ, Чистай, Ютаза, Мензеле, Тукай тата Заинск районӗнче — 41 ытла.

Аса илтеретпӗр, республика çӗр ӗçченӗсен кăçал 1 миллион та 332 пин гектарти тырра, 35 пин гектарти кукурузăна, 482 пин гектарти çуллă культурăсене, 55 пин гектарти сахăр чӗкӗнтӗрне, çӗрулмие — 4,3, ытти пахча çимӗçе 1,9 пиншер гектартан пухса кӗртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство